Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул: различия между версиями

 
== Кун-çулĕ ==
[[Image:‎‎Музей_аликово.jpg‎‎|thumb|И. Я. Яковлев чухне туса лартнă шкул çурчĕ — халĕ Элĕк районĕн музейĕ]]
 
Элĕкри вăтам шкула [[1853]] çулта уçнă. Элĕк вулăсĕн 34 ялĕсемшĕн (вулăсра 3917 арçын тата 3983 хĕрарăм пурăннă) ку вара патшалăхăн пĕртен-пĕр шкулĕ пулнă, патшалăх пурлăх министерстви шайĕнче шутланнă. [[1854]] — [[1872]] çулсенче çак училищĕн хăй çурчĕ те пулман, урокĕсене чиркӳ хурал çурчĕнче эрнере 2-3 хутчен пачăшкă вĕрентнĕ. 1872 çулта училищĕне Çутĕç Министерствин икĕ класслă училищине куçарнă. Çакăн хыççăн çеç пĕчĕк икĕ хутлă çурт туса лартнă. Шкулта тăватă вĕренӳ пӳлĕмĕ пулнă. Революци хыççăн çурчĕ çунса каять. [[1888]] çулхи [[авăн, 1]] тĕлне: 1-мĕш классра 34 арçын ачапа 7 хĕрача, 2-мĕш классра 29 арçын ача вĕреннĕ. Пĕтĕмпе училищĕре 73 арçын ачапа 7 хĕрача, вĕсенчен вырăссем — 19 арçын ача, 2 хĕрача, чăвашсем — 54 арçын ачапа 5 хĕрача вĕреннĕ.