Вăрмар районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот улăштарчĕ: ru:Урмарский район; косметические изменения
1-мĕш йĕрке:
[[ImageӲкерчĕк:Varmar-rayon.png|thumb|250px|Вăрмар районěн карти]]'''Вăрмар районě''', — [[Чăваш Ен|Чăваш Енěн]] çурçěр-хěвелтухăç енче вырнаçнă районě, [[1927]] çулхи [[авăн, 5|5 авăн]] уйăхěнче туса хунă. Çурçěр енче [[Чăваш Енěн Куславкка районě|Куславкка районěпе]], çурçěр-хěвеланăç енче [[Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ|Çĕрпӳ районĕпе]], хěвеланăç енче [[Чăваш Енĕн Канаш районĕ|Канаш районĕпе]], кăнтăр енче [[Чăваш Енĕн Тăвай районĕ|Тăвай районĕпе]] юнашар вырнаçнă. Районăн хĕвелтухăç енче [[Тутарстан]] Республики вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 32 çухрăма тăсăлнă, хěвелтухăç енчен хěвеланăç енне — 33 çухрăма. Район [[лаптăк|лаптăкĕ]] — 598,3 км<sup>2</sup>. Район администрациĕ [[Вăрмар]] ялĕнче вырнаçнă.
 
== Халăх йышĕ, район тытăмĕ ==
{{Вăрмар районĕн ял тăрăхĕсем}}
 
== Çутçанталăкě ==
 
Вăрмар районĕ [[Чăваш плато]]йĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан [[акшар]] çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, [[Шăхаль]] çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. [[Энĕшпуç]] упранăвĕ [[Энĕшпуç]] чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа [[Канаш]] кирпĕч завочĕн [[Энĕшпуç]] цехĕ усă курать. [[Кавал]] салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.
10-мĕш йĕрке:
Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: [[Кĕтне (юханшыв)|Кĕтне]] тата [[Енĕш (юханшыв)|Енĕш]], пĕчĕкреххисем: [[Пăла (юханшыв)|Пăла]], [[Ара (юханшыв)|Ара]]. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче [[тилĕ]]сем, [[мулкач]]сем, [[кашкăр]]сем, [[хир сысни]]сем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).
 
== Паллă çыннисем ==
* [[Алентей Василий Степанович]], [[прозаик]].
* [[Алентей Григорий Тимофеевич]], — [[сăвăç]], [[прозаик]].
21-мĕш йĕрке:
* [[Цаплина Раиса Ионовна]], [[чăваш чĕлхи]] тĕпчевçи.
 
== Спорт, физкультура ==
[[Ӳкерчĕк:IlemFSK.JPG|thumb|Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексĕ‎]]
 
== Асăрхаттарусем ==
<references/>
 
== Вуламалли ==
 
== Каçăсем ==
{{Каçă çук}}
 
42-мĕш йĕрке:
[[fi:Urmaryn piiri]]
[[pl:Rejon urmarski]]
[[ru:Урмарский район Чувашии]]