Ясмăк: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: an:Lens culinaris, ru:Чечевица пищевая
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: kn:ಮಸೂರ ಅವರೆ; косметические изменения
1-мĕш йĕрке:
''Ясмăк''' ({{lang-la|Ervum lens}} е ''Lens esculenta Moench'') — [[Пăрçаллисем|пăрçалă]] 1-çулхи ӳсентран, нумайрах чухне çурхи, хăйне евĕрлĕ çаврака, хĕррисенчен лапчăтнă, варринче çаврака вăрăллă.
[[ImageӲкерчĕк:Illustration Lens culinaris0.jpg|thumb|right]]
[[ImageӲкерчĕк:Ab food 15.jpg|thumb|right]]
Шултăра тата вĕтĕ вăрăллă тĕссене пĕлеççĕ. Пĕрремĕшĕн туни 28-35 см таран ÿсет, тĕшши, çулçисем тепĕр тĕслинчен шултăрарах. Теприн туни 18-28 см таран кăна ӳсет. Анчах ун тухăçлăхĕ пысăкрах тата çимĕçĕ тутлăрах. Шултра вăрăллисем шутне шултăра чашăк ясмăкĕ (L. esculenta nummularia Alef., урăхла çимелли, пфенниг, геллер е шурă полушкăллă) тата яланхи е шурă прованс ясмăкĕ (L. esculenta vulgaris Аl.); вĕтĕ вăрăллисем шутне — хĕрлĕ-хăмăр тĕшлĕ вĕтĕ хĕрлĕ ясмăк (L. esculenta erythrosperma К.), хăмăр тата сарă-хăмăр тĕшĕллĕ марс тата хура тĕшĕллĕ, тутлах мар шултра вăрлăхлă хура ясмăк (L. esculenta aigra Alef.) кĕреççĕ.
Асăннисемсĕр пуçне [[Анат Европă]]па [[Çурçĕр Америкă]]ра вырăнти йĕркене хăнăхнă сортсем нумай. Ӳсĕм вăхăче 100-130 кун, çав вăхăтра ăна 15—18 °C кирлĕ. Тăм ӳкнинчен питех хăрамасть (-6° сахалрах t° сиенлĕ ), анчах тăпрара шыв çитменнине чăтаймасть. Çавăн пирки ăна таса, çумсăр, лайăх тирпейленĕ, акшарпа пуян (унсăр тухăç кĕтмелли çук) тăпра кирлĕ.
Раççĕре хура тăпраллă кĕпернесенче ÿстернĕ. XIX – мĕш ĕмĕрте чикĕ леш енне ăсатма ăна [[Тамбов кĕперни|Тамбов]], [[Пенза кĕперни|Пенза]] тата кÿршĕ кĕпернисенче <sup>1</sup>/<sub>3</sub> млн га çинче ÿстернĕ. Ясмăка çĕрулми хыççăн лартсан лайăхрах, çавах ăна тĕрле тырăсем хыççăн та ӳстереççĕ.
== Ӳстерни ==
Акма хăйне кăна е сĕлĕпе е урпапа хутăш акаççĕ. Хутăш аксан вăл çутă çитменнипе аптрама пултарать. Сапаласа (1-1,5 ц/га) е 15-25 см вырнаçнă йĕрпе (0,7-1 ц/га) акаççĕ. Хутăш акнă чухне вăрлăхне пĕр пек е ясмăка <sup>1</sup>/<sub>3</sub> пайне илеççĕ. Вăрлăха 2-4,5 см тарăнăш путараççĕ. Ясмăка çумлаççе тата тунисем ӳкесрен ана çине çапăран тĕревсем лартаççĕ. Çупкамĕсем хăмăрланма тытăсан пуçтараççĕ, çавăн чухне кăна хаклă тăракан çутă симĕс тĕшине пуçтарма пулать.
Тухăçĕ вăтам тăпра çинче [[пăрçа]]ран нумайрах пулать. Гектартан 7,3-15 (19-22 таранах) ц тĕшĕ тата 5,8-15 ц улăм пулать. Ясмăк улăмĕ белок сахал (сăмахран кĕшман е тырă улăмĕ) апат çине хушма усă кураççĕ.
Яланхи ясмăксăр пуçне тата ыттисем те пур: 1)вика е хир пĕр тĕсле ясмăк е вика (Егvum monanthos е Vicia monantha Koch.). Вăл чухăн тăпра çинче, [[пăрçа]]па [[вика]] лайăх тухăç паман акшарсăр тăпра çинче, те тухăç параканскер.
2) франци е вика ясмăкĕ (Vicia Ervillia е Ervum Ervillia; Кавказра — [[ухкрехели]] е [[кирюшна]]),
типе чатма пултаракан, анчах тăм ӳкнине чăтайман ӳсентран. Тухăçĕ 13-22 ц/га таран, улăме те çавна яхăн. Тĕшĕнче сиенсер мар йӳçĕ япаласем пур. Вĕсене вĕретсе е пăспа кăларса тĕшшине выльăхсене, килти кайăксене çитереççĕ.
== Вуламалли ==
З.М.Куданова. Определитель высших растений Чувашской АССР.ЧебоксарыĂЧувашское книжное издательство, 1965.
== Кăсăклă пулăмсем ==
* [[Линсă (оптика)|Оптикă линси]] хăйĕн ятне [[латин чĕлхи]]нчи ясмăкран (lens) туяннă, формипе те вĕсем пĕр пек. Çаплах [[грек чĕлхи]]нче те, φακός линсăна пĕлтерет, φακή — ясмăк пулать.
== Çавăн пекех пăхăр ==
[[Ыраш]], [[Пăрçа]], [[Шалçа пăрçи]] [[Тулă]], [[Сĕлĕ]], [[Кукурусă]], [[Рапсă]], [[Вир]], [[Хура тулă]], [[Рис]], [[Урпа]], [[Вика]].
43-мĕш йĕрке:
[[it:Lens (botanica)]]
[[ja:レンズマメ]]
[[kn:ಮಸೂರ ಅವರೆ]]
[[ku:Nîsk]]
[[la:Lens culinaris]]