Пĕвер: различия между версиями

9 байт добавлено ,  10 лет назад
п
робот хушрĕ: hy:Լյարդ; косметические изменения
п (робот хушрĕ: ht:Fwa)
п (робот хушрĕ: hy:Լյարդ; косметические изменения)
[[Ӳкерчĕк:BauchOrgane wn.png|thumb|Çын пĕверĕн (4) вырнаçăвĕ]]
[[Ӳкерчĕк:Perfused_Rat_Liver.JPG|thumb|Йĕкехӳре пĕверĕ]]
'''Пĕвер''' (hepar) — çурăм шаммиллĕ чĕрчунсен, çав шутра [[çын]]нăн шалти, хырăм ăшĕнчĕ вырнаçнă, пурнăçа кирлĕ физиологиллĕ тĕрлĕ ĕçсем тăвакан пушмаклă мар органĕ.
 
== Пĕверĕн тĕп функцийĕсем ==
 
* тĕрлĕ ют япаласене ([[ксенобиотик]]сене) пĕтересси, тĕслĕхрен [[аллерген]]сене, [[наркăмăш]]сене тата [[токсин]]сене ытлах сиенлĕ мар, сахалрах токсиклă е ăшчикрен çăмăл кăлармалли çыхăнусене куçарасси;
* ытлашши [[гормон]]сене, [[медиатор]]сене, [[витамин]]сене, çавăн пекех токсикăллă тата улăштару вĕççин япалисене те, тĕслĕхрен, [[аммиак]]а, [[фенол]]а, [[этанол]]а, [[ацетон]]а, кетон йӳçĕкĕсене пĕтерсе организăмран кăларасси;
* апат-çимĕçе хырăмра (çĕртересси) пайласа хурасси, чĕрчуна энергетика кирлĕхĕсене «энергетика укçипе» — [[глюкоза|глюкозăпа]] тивĕçтересси, хăват çăлкуçĕсене (ирĕклĕ çу йӳçĕкне, [[амин йӳçĕкĕ|амин йӳçĕкне]], [[глицерин]]а, [[сĕт йӳçĕкĕ|сĕт йӳçĕкне]]) глюкозăна куçарасси ([[глюконеогенез]] ĕçĕ);
* хăвăрт энергетика куçăмлă [[гликоген]]а тултарасси тата упрасси, [[углевод]] ылмаштарăвне йĕркелесе тăрасси;
* хăшпĕр витаминсене тултарасси тата упрасси (уйрăмах пĕверте çупа ирĕлекен А, D, шывра ирĕлекен B12 витамин чылай), çаплах [[микроэлемент]]сен [[катион]]ĕсен ĕречĕ, тĕслĕхрен, [[тимĕр]], [[пăхăр]] тата [[кобальт]] катионĕсем;
* юн тăвас ĕçсене хутшăнать, сăмахран чылай [[белок]]сен [[юн]] [[плазма|плазмин]] — [[альбумин]]сен, альфа- тата бета-[[глобулин]]сен, тĕрлĕ гармонсемпе витаминсен транспорт белокĕсен, юна çыхакан тата юн çыхăнăвне хирĕç йĕркеллĕ белоксен тата ыттисен [[синтĕс]]ĕ;
* [[холестерин]]нпа унăн эфирĕсене, [[липид]]сене, [[фосфолипид]]сене, [[липопротеид]]сене тата липид ылмаштарăвĕсене йĕркелесе тăрать;
* [[ват йӳçĕкĕ]]пе [[билирубин]] синтĕсĕ, [[ват]] йӳçсе тухни;
* çавăн пекех чылай юн калăпăшне упрать: юн çухатсан е [[шок]] пулсан, пĕвере юн турттаракан тымарсем хĕсĕнеççĕ те пĕрлĕ пăрăхсене тивĕçтерӳлĕх юна параççĕ .
== Пĕверĕн чирĕ-амакĕ ==
 
* [[Пĕвер циррозĕ]] — хроникăллă аталанса пыран пĕвер чирĕ, унăн чĕрĕклĕхлĕ структурине пăсать, çыхăнтаракан тканĕ сарăлса каять, паренхимă патологиллĕ регенерациленет; функцийĕсем енчен пĕверĕн çитменлĕх пулать тата порталлă гипертензипе аптăрать.
Пĕвер чирĕн сăлтавĕсем: хроникăллă [[алкоголизм]] (пĕверĕн алкоголлĕ цирроз чирĕсем тĕрлĕ çĕршывсенче 20 — 95%) тата вируслă [[гепатит]] ( 10—40%).
 
== Каçăсем ==
[[ht:Fwa]]
[[hu:Máj]]
[[hy:Լյարդ]]
[[id:Hati]]
[[io:Hepato]]
23 860

правок