Ял: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
5-мĕш йĕрке:
 
== Чăваш ялĕсем ==
 
Чăвашсем ялĕсене («ял», тĕрĕк чĕлхисенче, «аул») шыв хĕрринче, е çырма-çатра таврашĕнче лартнă. Чăваш Енĕн çурçĕрпе варри çĕрĕсенче пĕчĕкрех пурăну вырăнĕсем мăн ял тавра йĕркеленнĕ. Кăнтăр-тухăçĕнче — çеçенхирсенче — тата Чăваш Ен тулашĕнче ялсене юханшыв тăрăхĕн йĕрĕпе çавăрнă. Ĕлĕкхи ялта урама шутласа йĕркелемен. Килсен ушкăнĕ ăрат пуçĕн (патроними) кил йăвине йĕри-тавра хупăрланă.
 
[[XIX ĕмĕр]]ĕн 50—80-мĕш çулĕсенче патшалăх сĕнсе хунипе тĕмĕллĕ пурăну вырăнĕсене урăхлатаççĕ: кукăр урамсене, пăралуксене, иртме хушăксене пĕтереççĕ, икĕ енлĕ тӳрĕ урам енлĕ тăваткалсем туса хураççĕ.
 
Пурнăç йăлипе тури чăваш ялĕсем сахал (30—70 хуçалăх) киллĕ, анатрисен тата тулашрисен ялĕсем йышлă: 1000 киллĕ, тăван çĕрĕн варринчи анат енчисен 50-300 кил çурчĕ пулать.
 
=== Чăваш Енри чăваш ялĕсем ===