Игнатьева Валентина Ивановна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:http://cv.wikipedia.org/wiki/%D3%B2%D0%BA%D0%B5%D1%80%D1%87%C4%95%D0%BA:Ignatjeva_V_I.JPG]]
 
Игнатьева Валентина Ивановна - 12.10.1956; Чăваш Республики, Вăрнар районĕ, Çавалкас ялĕ – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1998), доцент (2000). Канашри педагогика училищинчен (1976), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш шкул учителĕсен хатĕрлекен факультетĕнчен (1980) вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пуçламăш шкул учителĕнче 11 çул ĕçленĕ, çав шутра 9 çул Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта вырăсла калаçакан
ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1991 çулта В.И. Игнатьевăна Республикăри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен института чĕнеççĕ, кунта вăл 2 çул хушши аслă преподавательте ĕçлет. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хурать: малтан чăваш чĕлхипе литература кафедрин аслă преподавателĕ, каярахпа – чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Ĕçленĕ хушăрах аспирантурăра вĕренет, 1998 çулта «Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕлет. 2001-2004 çулсенче чăваш чĕлхи кафедрин пуçлăхĕнче вăй хурать, 2004 çултанпа çĕнĕрен йĕркеленнĕ чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине ертсе пырать.