Чапаев Василий Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
7-мĕш йĕрке:
 
Тантăшĕсем ăна Ваçă Чапай тесе чĕннĕ.Вăл вăрçăлла выляма юратнă, ачасем ăна яланах командир пулма суйланă. Ваçă икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕрентекенĕ Иван Михайлович Гребенщиков каласа панă тăрăх, вăл тавçăруллă та маттур пулнă. Çемйи питĕ чухăн пурăннă пирки вĕсем пӳрт тăррине те витеймен. Ашшĕ Иван Степаныч каланă:"тимĕрпе витес килмест, шалтăртатать вăл , кĕленчепе витĕп ак",- тесе шӳтленĕ. Каярахпа Чапайсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнă.
 
Ӳссен Ваçă граждан вăрçи геройĕ Василий Иванович Чапаев пулса тăнă. [[1919]] çулхи [[авăн, 5|авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче]] те путса вилнĕ, те вĕлернĕ ăна.
 
Иван Степанович ывăлне чиркӳ прихут шкулне вырнаçтарать. Шкула укçа-тенкĕпе Ваççăн куккăшĕ пулăшса тăнă пулнă. Чапайсен ăратĕнче чиркӳ ĕçтешĕсем пулнă, çавăнпа та Ваççăна та çак çул çине тăратасшăн тăрăшнă, анчах та пурнăçурăх сукмакпа сулăннă. <ref>http://www.uatoday.net/rus/article/history/47580</ref>
 
[[1908]] çулта Ваçелее çăр хĕсметне чĕнеççĕ, анчах та темиçе уйăхран политика енчен шанăçсăр пулнипе кăларса яраççĕ. Каллех 1910 çулта илеççĕ, 1913 çулта хĕсметрен хăтараççĕ. [[1914]] çулта фронта мобилизаципе лекет. 82-мĕш пехота дивизинчи 326-мĕш Белгорай пехота полкĕнче, малтан Ранненкампф çарĕнче, кайран Волыньпе Галицире çапăçать. Суранланнă. [[1915]] çулхи утăра вĕренӳ командинче пулнă, кĕçĕн [[унтер-офицер]] хисепне, юпара — аслине — тивĕçет. Хăюллăха кăтартнăшăн [[Георгий медалĕ]]пе тата салтак [[Вăрçăра палăрнăшăн Таса Георгий орденĕ|Георгий хĕресĕ]]н виçĕ степеньне те илме пултарать<ref>[http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./1/13313/13916]</ref>.
 
Февраль революцине [[Сарăту]]ри хоспитăльте кĕтсе илет; [[1917]] юпан 28-мĕшĕнче [[РСДРП|РСДРП(б)]] ĕретне кĕрет.
 
== Пайăр пурнăçĕ ==