Чапаев Василий Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
9-мĕш йĕрке:
 
Ӳссен Ваçă граждан вăрçи геройĕ Василий Иванович Чапаев пулса тăнă. [[1919]] çулхи [[авăн, 5|авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче]] те путса вилнĕ, те вĕлернĕ ăна.
 
Иван Степанович ывăлне чиркӳ прихут шкулне вырнаçтарать. Шкула укçа-тенкĕпе Ваççăн куккăшĕ пулăшса тăнă пулнă. Чапайсен ăратĕнче чиркӳ ĕçтешĕсем пулнă, çавăнпа та Ваççăна та çак çул çине тăратасшăн тăрăшнă, анчах та пурнăçурăх сукмакпа сулăннă. <ref>http://www.uatoday.net/rus/article/history/47580</ref>
 
== Пайăр пурнăçĕ ==
[[1908]] çулта Чапаев 16 çулхи Метлина Палакипе паллашать, тепĕр çулне ăна качча илет. Пĕрле вĕсем 6 çул пурăнса виçĕ ача çуратнă. [[Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи]] пуçлансан Чапаева фронта илсе каяççĕ. Пăлаки упăшкин ашшĕ килĕнче пурăнать, каярахпа ачисемпе тухса каять. [[1917]] çул пуçламăшĕнче Василий Чапаев тăван çĕре таврăнса Пăлакирен ачисене ашшĕ килне илсе килет. Тепĕртакран суранпа асапланса Пётр Кишкерцев юнташĕ çĕре керсен, шанăç панă Чапаев, унăн Олимпиадăпа Вера хĕрĕсене хăйĕн çемьине илет.
 
Чапаевăн тăван ачисем:
* Александр Васильевич ([[1910]]—[[1985]]) — офицер, [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]гне хутшăннă. Хĕсметрен канăва генерал-майор çар хисепĕпе тухнă. Юлашки ĕç вырăнĕ — [[Мускав вăрçă тăрăхĕ]]н артиллери пуçлăхĕн çумĕ.