Çĕпрел районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот улăштарчĕ: ru:Дрожжановский район; косметические изменения
5-мĕш йĕрке:
Район пуçлăхĕ — [[Гафуров Джавдет Аппаувич]].
 
== Тавралăхĕ ==
Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, [[Чăваш Республики]]пе, [[Чĕмпĕр облаçĕ]]пе чикĕ тытать.
 
== Кун-çулĕ ==
 
Археологи ĕçесене ирттернĕ ĕçсенчен Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăнни паллă. Чăнлă юханшыв хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсмет тутарĕсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, мордва пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.
 
== Халăх йышĕ, район тытăмĕ ==
Пурĕ районта 26,2 пин çын пурăнать. Район шутне 52 пурăну вырăнĕллĕ 19 [[ял тăрăхĕ]] кĕрет.
 
== Хуçалăхĕ ==
=== Промăçлăхĕ ===
* Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
* УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.
 
=== Ял хуçалăхĕ ===
Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи [[тулă]], кĕрхи [[ыраш]], [[урпа]], [[сĕлĕ]], [[вир]], [[пăрçа]], [[хура тулă]], [[сахăр кăшманĕ]], [[çĕрулми]] ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.
 
== Çутĕç ==
Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.
 
== Этеплĕх ==
Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.
 
== Паллă çыннисем ==
=== [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]]сем ===
* [[Юхвитов Петр Сергеевич]]
* Зариф Алимов
* [[Уганин Семен Артемьевич]]
* Нуррула Фазлаев
* Исмагил Хакимов
* Зиатдин Арсланов
* Газинур Хайруллин
 
=== 2 хут [[Социаллă Ĕç Паттăрĕ]]сем ===
* [[Дементьев Пётр Васильевич|Петр Дементьев]], [[СССР]] Авиаци промăçлăхĕн министăрĕ.
 
=== [[Социаллă Ĕç Паттăрĕ]]сем ===
* [[Дергунов Лазарь Васильевич]]
* [[Абдреев Ахметгарей Шакирзянович]]
51-мĕш йĕрке:
* Равиль Низамутдинов
 
== Каçăсем ==
* [http://drogganoye.tatar.ru Район администрацийĕн сайчĕ]
 
60-мĕш йĕрке:
[[Категори:Тутарстан районĕсем]]
 
[[ru:Дрожжановский район Татарстана]]