Вивьен Ли: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
17-мĕш йĕрке:
 
Хевтеллĕ актриса тăтăшах [[Оливье Лоуренс|Лоренс Оливьепе]], хăйĕн упăшкипе — вăл актриса вылянă темиçе фильм [[режиссёр]]ĕ пулнă — пĕрле ĕçленĕ. Хăйĕн вăтăр çул хушшинчи карьеринче вăл тĕрлĕ рольсене: [[Кауард Ноэл|Ноэл Коуардпа]] [[Шоу Бернард|Бернард Шоу]] [[камит|камичĕсенче]], [[шекспир]]ăн ''Офелия'', ''Клеопатра'', ''Джульетта'' тата ''леди Макбет'' характер ролĕсене сăнарланă.
 
Ли шухăшланипе, хăй селĕм хӳхе пулнипе ăна тимлĕ актриса вырăнне хумаççĕ пулнă, анчах та рольсене тивĕçес çулри тĕп чăрмавĕ унăн хавшак сывлăхĕ шутланнă. Хăйĕн çитĕннĕ çулсенчи тапхăрĕнче маниак тĕслĕ депрессинче пулнипе, Вивьен Липе ĕçлеме йывăр тенĕ, мĕншĕн тесен унăн карьеринче пĕрмаях лакăм тапхăрĕсем сиксе тухкаланă. Малашне [[туберкулез]] хĕснипе актрисăн сывлăхе чакать. Çак диагноза пĕрремĕш хут хĕрĕххĕмĕш çулсен варринче лартаççĕ. Вивьен тата Оливье [[1960]] çулта уйрăлаççĕ, каярах Ли кинора сайра çапăнать, [[туберкулез]] амакĕпе хăйĕн чунĕ тухичченех театрта хевтелет.
 
== Кун-çулĕ ==
=== Актрисăн ачалăхĕпе карьери ===
Вивьен Мэри Хартли [[инди]]н [[Дарджилинг (хула)|Дарджилинг]] хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Эрнест Хартли, инди [[кавалери]]н акалчанакăлчан офицерĕ пулнă. Амăшĕ, Гертруда Робинсон Яки, епле ăратран пулни паллă мар. Вăл [[ирландсем|ирланд]] хĕрĕ пулнă теме пулать. Ашшĕпе амăшĕ [[Лондон]]ри [[Кенсингтон]]ра [[1912]] çулта пĕрлешнĕ. [[1917]] çулта Эрнест Хартлине [[Бангалор]]а куçараççĕ, çав вăхатра Гертрудăпа Вивьен Утакамундра юлаççĕ.
 
Вивьен Хартли пĕрремĕш сцена çине виçĕ çулта тухать, ун чухне хĕрача хăйĕн амăш йĕркеленĕ театр ушкăнĕ шутĕнче «Пĕчĕк Бо Пип» сăвăна вуланă. Гертруда Хартли хăйĕн хĕрне литература туйăмне астивме хăнăхтарнă, [[Андерсен Ганс Христиан|Ганс Христиан Андерсен]], [[Льюис Кэрролл]] тата [[Киплинг Редьярд|Редьярда Киплинг]] кĕнекисемпе паллаштарнă, çаплах [[Авалхи грек халаплăхĕ]]н калавĕсене сĕннĕ. Çемьери пĕртен-пĕр ача пулсан та, [[1920]] çулта Вивьена [[Англи]]ри Таса Чĕре мăнастăрьне çитĕнсе ӳсме ăсатаççĕ. [[Мăнастăрь]]те унăн юлташ хĕрĕ [[Морин О'Салливан]] пулас актриса пулнă, ăна Вивьен хăй ''«чаплă актриса»'' пулас ĕмĕте шанса каланă.
Йӗрке 32 ⟶ 34:
 
[[1935]] çулта «Ырлăх питлĕхĕ» спектакльте вылянă хыççăн Вивьена питĕ пахалаççĕ, хаçатсемпе журналсенче статьясем, калаçнисем пичетленсе тухаççĕ. Çак статьясем хушшинче «Дэйли экспресс» хаçатри те пулнă, унта журналист «унăн питĕнче çиçĕм евĕр улшăну» пулса иртнине асăрхать.
 
Вивьенăн кăмăл-туйăмĕ хăвăрт улшăннине публика асăрхани пĕрремĕш пулнă. Джон Бенджаман ăна «акăлчан хĕр упраçлăх чунĕ» тесе палăртнă. Премьера вахăчĕ çитсен, Корда, хăйĕн йăнăшне ăнланса илсе, «Вивьен Липе» контракт çырса ал пусать. Вивьен пьесăра выляма пăрахмасть, анчах та Корда спектакăле пысăк зала куçарсан, театр тиркевçисем, Ли пысăк аудиторие тимлеттерме пултараймасть тесе хистенĕ, залри пĕтĕм кĕтесре те илтĕнмелле пултăр тесе сассине улăштарма сĕннĕ. Çакăншăн спектакăле выляма пăрахнă.
 
=== Лоуренс Оливьепе тĕл пулни ===
Йӗрке 38 ⟶ 42:
 
Çак вăхăтра Ли [[Маргарет Митчелл]] хайланă «[[Тăвăл тăпăлрнисем (роман)|Тăвăл тăпăлтарнисем]]» романа вуласан, вăл [[АПШ|Америкăри]] агентне фильм продюссĕрĕпе — [[Селзник Дэвид|Дэвид Сэлзникпа]] — Скарлетт ролĕ пирки калаçма хушать.
 
Вăл журналистсене çапла каланă: «Эпĕ хама [[Скарлетт О’Хара]] ролĕнче куратăп». Кинотиркевçĕ Лежон çав вăхăтри калаçăва аса илет: «Ли пире пурне те тĕлĕнтерсе ячĕ. Оливье «Ретт Батлера сăнарламасть, анчах эпĕ Скарлетт О’Харăна выльăп. Кăштах чăтсан куратăр!»
Олд-Вик театрĕнче Оливье лартнă «[[Гамлет]]» пьесинче Ли [[Офелия|Офелие]] сăнарланă.
 
Вал çаплах [[Роберт Тейлор]], [[Лайонел Берримор]] тата [[Морин О'Салливан]] артистсемпе «Янкисем Оксфордра» фильмра ĕçлет. Çăк фильма пула Вивьена [[АПШ|Пĕрлешĕннĕ Штатсенче]] тимлĕ пăхма тытăнаççĕ. Çапса илнĕ чухне вăл хăйне кăткăс та шухăшламасăр репутациллĕ кăтартать, Корда вара Ли агентне актрисăна хăйне тытассине улăштармасан рольсене тивĕçесси такăр пулмĕ тесе асăрхаттарма хушать. Унăн тепĕр [[Лоутон Чарльз|Чарльз Лоутонпа]] пĕрле вылянă «Таса Мартин çулĕ» фильмри ролĕ.
 
=== Тĕнчери чаплăхĕ ===
Оливье кино карьерине анлăлатса пынă, анчах та [[Аслă Британи|Британире]] çеç вăл паллă пулнă, [[АПШ|Штатсенче]] ăна ытлах пĕлмен, малтанхи ĕçĕсем американ пасарĕнче кăлтăкланнă. «Аслати ту каçăвĕ» фильмри Хиклифф ролĕпе килĕшсе, вăл [[Холливуд]]а тухса каять, Вивьена [[Лондон]]ра хăварать. Кинофильм продюсерĕ Сэмюэл Голдвин тата режиссёр [[Уильям Уайлер]] Вивьена пĕчĕкрех роле (Изабелла) сĕнеççĕ. Вăл çакăнпа килĕшмест, Кэти тĕп рольне çеç сăнарласшăн пулать,а чах та çак роле [[Мерл Оберон]]а панă пулнă.
 
[[Ӳкерчĕк:Vivien Leigh as Scarlett OHara in Gone With the Wind trailer.jpg|thumb|230px|Вивьен Ли «Тăвăл тăпăлтарнисем»(1939)]]
Çав хушăра [[Холливуд]]ра васкасах «[[Тăвăл тăпăлтарнисем (фильм)| Тăвăл тăпăлтарнисен]]»(1939) Скарлетт рольне выляма актриса шыранă. Вивьенăн американ агенчĕ ăна çак роле [[1938]] çулхи нарăс уйăхĕнче сĕнет. Çав уйăхрах Дэвид Сэлзник унăн «Англи çинчи вут-çулăм» тата «Янкисем Оксфордра» ĕçĕсемпе паллашать, çак самантран Вивьен çак роле выляс текенсен хушшинче чи пĕрремĕш пулса тăрать. Нарăспа çурла тапхăрĕнче Сэлзник унăн пĕтĕм акăлчан ĕçĕсене пăхса тухать. Юпан 18-мĕшĕнче Сэлзник фильм режиссёрĕ [[Джордж Кьюкор]] патне вăрттăн çыру ярать: «Эпĕ çак çĕнĕ хĕре шанатăп». Вивьен [[Лос-Анджелес]]а Оливьепе юнашар пулас сăлтавпа пурăнма куçать. Майрон Сэлзник (Дэвидăн шăллĕ) — вăл Оливье агенчĕ пулнă — чиперккепе тĕл пулсан, Вивьенпа Оливьене Дэвид патне илсе каять. Тепĕр куннех Вивьен сценари пайне Сэлзник умĕнче вулать. Сэлзник хăйĕн арăмĕ патне çапла çырать: «Скарлетт — шанчăксăр лаша, çавах питĕ илĕртӳллĕ курăнать. Çакна сана питĕ вăрттăн уçса калатăп: выляма тивĕçлисен йышĕ [[Полетт Годдар]], [[Джин Артур]], [[Джоан Беннетт]] тата Вивьен Ли çеç юлчĕ.» Режиссёр Джордж Кьюкор пурин шухăшĕпе те килĕшет, «çав тери чарайми» тесе Вивьена асăнать. Тепĕртакран хĕр хăйĕн рольне туянать.
 
Чи малтанхи кунсенчи ĕç Вивьена йывăр килет. Кьюкора ĕçрен хăтарса ун вырăнне [[Флеминг Виктор|Виктор Флеминга]] илнĕ, унпа Ли тăтăшах хирĕçнĕ. [[Оливия де Хэвилленд]]па (Мелани Гамильтон) пĕрле вăл вăрттăн Кьюкорпа тĕл пулса канашланнă. Вивьен [[Гейбл Кларк|Кларк Гейблпа]] (Ретт Батлер) тата унăн арăмĕпе, [[Кэрол Ломбард]]па, çаплах де Хэвиллендпа туслашса каять, анчах та [[Лесли Говард]]па (Эшли Уилкс) тавлашнă — вĕсен иккĕшĕн темиçе хĕрӳ эпизодра пĕрле вылямалла пулнă. Çаплах эрнере 7 кун, пĕрмаях каç ларичченех, ĕçлемелли питĕ кӳрентернĕ, [[Çĕнĕ Йорк]]ра ĕçлекен Оливьепе тĕл пулайманнипе тунсăхланă. Ли Холман патне çапла çырнă: «Мана Холливуд чуна илмест... Эпĕ нихăçан та çакна хăнăхаймастăп — кинора выляма пачах килĕшмест.»
 
[[2006]] çулта Хэвилленд [[Оливье Лоуренс|Лоуренс Оливье]] кун-çулĕ пирки кĕнекере Вивьен Ли «[[Тăвăл тăпăлтарнисем (фильм)|Тăвăл тăпăлтарнисем]]» фильма çапса илнĕ чухне хăйне маньяк евĕр тытнă тенипе килĕшмест. Вăл Лие хӳтĕленĕ: «Вивьен кино ӳкернĕ чухне хăйĕн профессине пĕлсе, дисциплинăна тытса тăрăшнă. Унăн 2 пысăк ĕç-пуç пулнă: вăй пур таран çак кăткăс ролье хайланă, [[Çĕнĕ Йорк]]ра пурăннă Ларрипе (Оливье) тĕл пулма чăрмав пулнă.»
 
 
Йӗрке 74 ⟶ 91:
# [[1961]] — [[Миссис Стоунăн рим çуркунни (фильм)|Миссис Стоунăн рим çуркунни]] / ''The Roman Spring of Mrs. Stone'' — ''Карэн Стоун''
# [[1962]] — [[Тарăн синкер тинĕс (фильм)|Тарăн синкер тинĕс]] / ''The deep blue sea''
# [[1965]] — [[КорабльУхмасен дураковкарапĕ (фильм)|КорабльУхмахсен дураковкарапĕ]] / ''Ship of Fools'' — ''Мэри Тредвел''
 
== Вуламалли ==