Айришсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
19-мĕш йĕрке:
== Кун-çулĕ ==
=== Утрава пурăнма куçни ===
Историксен тĕпчев ĕçĕсем тăрăх [[Ирланди (утрав)|Ирландие]] этем йăхĕ 9000 çул маларах килнĕ. Чи пĕрремĕш куçса килнисем пирки хыпар çук. Хăйсем хыççăн вĕсем темиçе хăй евĕр мегалити çурт-йĕр хăварнă, ячĕ те, чĕлхи те сыхланса юлман.
 
=== Христианлăх тапхăрĕ ===
Рим истори çырăвĕсенче Ирландире 16 уйрăм йăх-ăру пулни паллă.
 
V ĕмĕрте Ирландире христианлăх тымар янипе утравçăсем кӳршисемпе урăхларах хутшăнма тытăнаççĕ.
 
=== Малтанхи вăтам ĕмĕрсенче куçса çӳренисем, çĕрсене туртса илнисем ===
[[Ӳкерчĕк:Dalriada.png|150px|right|Дал Риада]]
[[VII ĕмĕр]] хыççăн ирландсем хăйсен сĕмне Шотландире сарса [[Дал Риада]] патшалăхне йĕркелет. Ирланд миссионерĕсем христос тĕнне пикт Шотландине илсе килеççĕ, вĕсене Европăра та пĕлнĕ.
 
Викингсем IX — X ĕмĕрсенче утрав çинче нумай хула— Дублин, Лимерик, Корк, Уотерфорд — никĕсне хунă. Викинг сĕмĕ ирланд этносĕнче чылайах пулман, çапах та чуранлăха лекнĕ ирландсем скандинавсемпе хутăшса исланд этносĕ йышне кĕнĕ. Çав тапхăрти Ирланди кăсайĕсенче çапла каланă: «Чаплă ăратран тухнă чурасем те пулнă, Ирланди патшалăхĕнчен».
 
Ирландие анкăл-нормансем, валлисем, фламандсем, анкăл-саксонсем тата бретонсем килсе кунта пурĕ те хутăшса пырса ирланд халăхĕ, этеплĕхĕ йĕркеленсе пынă.
 
=== Кайранхи вăтам ĕмĕрсем ===
Кайранхи вăтам ĕмĕрлĕхре Ирландие акăлчансем оккупациленĕ. XVI ĕмĕрте Генри VIII хăйĕн çарне Ирландие кĕртсе ярать.
 
=== Британи колонисчĕсем ===
Ирландие колони тăвас тесе акăлчансем 1160-мĕш çулсенче талпăнма пуçлаççĕ, анчах та анкăл-норман куçса килнĕскерсем вырăнти халăхпа хутшăнса çухалаççĕ. Иккĕмĕш хут Ирландие пăзăнтарас ĕç-пуçра XVI ĕмĕрте акăлчансемшĕн ăнăç тухать. Ирландсене чи вăйлă аркатаканни Кромвель шутланать, вăл 1657 çулта ирландсен нумай çĕрне туртса илсе акăлчансене валеçсе парать, кунта пурăннă çынсем çĕршывăн урăх районĕсене куçса каяççĕ.
 
== Хальхи лару-тăру ==
Ĕненекенсен чылайăшĕ — [[Католици тĕнĕ|католиксем]]. Ирланд халăхĕ ял хуçалăхĕнче (выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси), пулă ĕç-пуçĕ, промăçлăхĕнче вăй хурать. Çулçӳрев ĕç-хĕлĕ пур.