Корн чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
28-мĕш йĕрке:
 
=== Чĕрĕлӳ ===
Корн чĕлхине чĕрĕлтерекенĕ [[Генри Дженнер]]па [[Роберт Мортон Нэнс]] шутланаççĕ, вĕсем, вăтам корн литература тексчĕсемпе усă курса, корн чĕлхин çĕнетĕвĕсене сĕнеççĕ; вĕсем çакăн чухне корн тексчĕсемпе çеç мар, çалах валли тата бретонь материалĕсемпе, ĕçленĕ, тĕслĕхрен, хальхи пурнăç сăмахĕсене шута илсен. Çак система, ăна «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (''Unified Cornish'', ''Kernewek Unyes'', кĕскен UC тенĕ), чылай хушă пурĕ те йышăннă йерке шутланнă, паянкуна та хăйĕн сĕмне упрса пырать.
 
[[1980-мĕш çулсем|1980-мĕш]] çулсен пуçламăшĕнче Ричард Гендалл, Нэнс юлташĕ, кайранхи тапхăрти прозаран пыракан акăлчан сĕмне лекнĕ çĕнĕ системăна сĕнет. Çак система («Хальхи корн чĕлхи», ''Curnoack Nowedga'') анлă саралаймасть, авторĕ те ăна пĕрмаях çĕнетнĕ.
 
[[1986]] çулта Кен Джордж «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (''Common Cornish'', ''Kernewek Kemmyn'', KK) системине пичетлет. Çак йĕркере UC системин чылай çитменлĕхне пĕтернĕ. KK-на хапăлласа кĕтсе илнĕ, уйрăмах ăна вĕрентӳçĕсем мухтанă. Корн чĕлхи канашĕ официаллă, хăш хаклавсемпе, корн чĕлхине пĕлекен 80 % халăхĕ те çакăнпа усă курать.
 
[[1995]] çулта Николас Уильямс хăйĕн UCR, «Улăштарнă пĕрлĕ корн чĕлхи» (''Unified Cornish Revised'', ''Kernewek Unys Amendys'') вариантне сĕннĕ. Уильямс UC системи КК–нчен аванрах тенĕ, çитменлĕхĕсене тӳрлетме пулать, если взять в расчет материалы рукописей, недоступных Нэнсу. UCR ытлах маралман, çапах та ăна ''Agan Tavas'' («Пирĕн чĕлхе») йĕркелӳ йышăнать. Чĕлхен тĕрлĕ варианчĕсем пирки вĕри тавлашу пынă, çапах та пур тĕрлĕхĕсем те пĕр-пĕринпе ăнлануллă шутланаççĕ.
 
Юлашки вăхăтри хаклавсемпе, корн чĕлхине тĕрлĕ степеньле пĕлекен йыш 3500 çын (Корнуолл халăхĕн пĕр процентĕнчен сахал); 300-400 яхăн çын таса калаçать. Хăшĕсем корн чĕлхипе калаçакан çемьере çуралса ӳснĕ, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ ытларах акăлчанла пурлет. Корн чĕлхине вырăнти влаçсем пулăшу параççĕ, çул çине икĕ чĕлхеллĕ паллăсем лартаççĕ, корнла кунсерен радиопа инçекурава кăлараççĕ. Темиçе корн пĕрмай тухакан кăларăм пур, корн чĕлхипе статьясене акăлчан чĕлхиллĕ хаçатсенче пичетлеççĕ. Аслă Британи правительстви европа [[Регионсемпе сахалрахăшсен чĕлхисен хартийĕ| регионсемпе сахалрахăшсен чĕлхисен хартин]] сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртсе корн чĕлхине аталанма пулăшать.
 
== Лингвистика пахалăхĕ ==