Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ: различия между версиями

Нет описания правки
|}}
[[Ӳкерчĕк:Здание ЮВЖД.JPG|200px|КТЧÇ управлени çурчĕ|thumb]]
''' Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ''' — УАО «[[Раççей чукун çулĕсем|РЖДРЧÇ]]» филиалĕ.
 
== Çулăн кун-çулĕ ==
[[1866]] çулта ĕçе янă [[Кисан-Козлов чукун çулĕ]] Кăнтар-Тухăç чукун çулĕн чиккисенчи пĕрремĕшĕ шутланать. Çак йĕре Воронежпа [[Ростов-Тан-çинчи]] хуласене çити [[1871]] çулта тăснă. [[1868]]—[[1871]] çулсенче [[Елец (хула)|Елец]] — Грязи — [[Борисоглебск]] — [[Волгоград|Царицын]] тата [[Мичуринск|Козлов]] — [[Тамбов]] — [[Сарăту]] (ăна [[Тамбов-Сарăту чукун çулĕ|Тамбов-Сарăту чукун çул]] этем пĕрлĕхĕ тунă, анчах та халĕ Мичуринска до [[Благодатка|Благодатки]] йĕрĕ Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ шутĕнче пулать) йĕрсене ĕçе кĕртнĕ. [[1880]] — [[1890]] çулсен тапхарĕнче [[Харьков]] — [[Балашов (хула)|Балашов]], [[Елец (хула)|Елец]] — [[Валуйки]], [[Таловая]] — [[Калач (Воронеж облаçĕ)|Калач]] чукун çул йĕрсен хывнă. Çав çулсенчех Кисан-Урал чукун çул этем пĕрлĕхĕ [[Астапово]] — [[Данков]], [[Лебедянь]] — Елец, [[Первомайский (Тамбов облаçĕ)|Богоявленск]] — [[Сосновка]], Раненбург — [[Павелец]], [[Троекурово]] — Астапово, [[Данков]] — [[Волово]], [[Иноковка]] — [[Инжавино]] йер пайĕсене тăвать.
 
[[1893]] çулта [[Козлово-Воронеж-Ростов сукун çулĕ|Козлово — Воронеж — Ростов]] тата [[Орлово-Грязи-Царицын чукун çулĕ|Орлово — Грязи — Царицын]] чукун çулĕсене пĕрлештерме [[Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕсем|'' Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕсен акционер этем пĕрлĕхĕ'']] йĕркеленĕ.
 
[[1956]] çулта нумай япала турттаракан Пенза — Поворино пайĕ [[Ртищево локомотив деповĕ|Ртищево пăравус деповĕ]] ăшă туртăмне куçать.
 
== Çулăн пахалăвĕ==
Ĕлĕкхи вăхăтран туяннă хăйĕн ятне пула мар, çул [[Раççей]]н европа пайĕн '''кăнтăр-анăçĕнче''': [[Воронеж облаçĕ|Воронеж]], [[Белгород облаçĕ|Белгород]], [[Волгоград облаçĕ|Волгоград]], [[Курск облаçĕ|Курск]], [[Кисан облаçĕ|Кисан]], [[Тамбов облаçĕ|Тамбов]], [[Липецк облаçĕ|Липецк]], [[Сарăту облаçĕ|Сарăту]] облаç çĕрĕсенче выртать. Çул управленийĕ — [[Воронеж]]ра. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ — 3 648,3 км ([[1991]] çул тĕлне).
 
Çул шутĕнчи уйрăмсем: Белгород, Мичуринск, Елец, Ртищево, Лискино.
Çулăн паллă чарăнăвĕсем: [[Елец (хула)|Елец]], [[Лиски]], [[Отрожка]], [[Ртищево]], [[Грязи]], [[Кочетовка (чарăну)|Кочетовка]], [[Балашов (хула)|Балашов]], [[Первомайский (Тамбов облаçĕ)|Богоявленск]], [[Чаплыгин (хула)|Раненбург]], [[Поворино]], [[Россошь]].
 
Кăнтăр-Тухăç çулĕ [[Атăлçи чукун çулĕ|Атăлçи]], [[Куйбышев чукун çулĕ|Куйбышев]], [[Мускав чукун çулĕ|Мускав]], [[Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ|Çурçĕр-Кавказ]] тата [[Украина]] чукун çулĕсемпе чикĕ тытать.
 
Çул территоринче чукун çул валли хатĕр япала тăвакан е пуйăссене юсакан темиçе завод пур:
[[Воронеж тепловус юсав завочĕ]], [[Воронеж вакун юсав завочĕ]], [[Мичуринск локомотив юсав завочĕ]], [[Тамбов вакун юсав завочĕ]].
 
Чукун çула [[1988]] çулта [[Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ]]пе чысланă.
 
==Асăрхаттарусем==