Юкио Мисима: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ArthurBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: cs:Mišima Jukio улăштарчĕ: ru:Мисима Юкио
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: br:Yukio Mishima; косметические изменения
10-мĕш йĕрке:
 
=== Вăрçă тапхăрĕнчи ([[1941]] — [[1945]]) çамрăклăх ===
Ашшĕн çирĕп кăмăлне сума сунса, Мисима [[Токио университечĕ]]н юридици факультетне вĕренме кĕнĕ, нимĕç правине тинкерсе тĕпченĕ. Ку вăхăта çыравçăн чун кăмăлĕ нимĕç романтисăм юхăмĕпе аташнă, каярахпа ĕнтĕ çак хăвал туртăмĕпе вăл [[Томас Манн]] хайлавĕсен, [[Фридрих Ницше]] философийĕн илемлĕхĕпе тарăннăн паллашнă.
[[Çурла, 15]], [[1945]] çулта Япони капитуляци йышăннă —çакăнпа Лăпкă океанри вăрçă вĕçленнĕ. Ку хурлăхлă самантра чылай çын сарăмсăр хăйсем çине ал хунă, вĕсем шутĕнче çурла, 19 Малайзире лейтенант, вăрçăччен литературă критикĕ, [[Дзэммэй Хасуда]], пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Мисима чун-хавалтан ăна вĕрентӳçи вырăнне хурса ăмсаннă пулнă.
[[Юпа, 23]] тиф амакĕпе тертленсе 17 çулхи йăмакĕ — Мицуко — куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Çак вăхăтрах Мисима хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕпе — Кунико Митани уйрăлнă. Кунико ашшĕ япони патшалăх дипломачĕ — Таканобу Митани, пиччĕшĕ — Макото Митани — Мисимăн чи çывăх юлташĕ пулнă. Кайран Кунико банкра ĕçлекен çынна качча тухать, Дзюнда Аюгава япун усламçин аккăшĕ пулать. Кунико тата Макото Митани «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕнчи Соноко тата Кусано сăнарĕсенче шăранса тухаççĕ.
 
=== Литературăна пуçăнни, «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» ([[1946]] — [[1951]]) ===
[[1946]] çулта Мисима Камакуру вырăнĕнче пурăнакан япун литературин паллă классикĕ [[Ясунари Кавабата]] патне каять, хăйĕн «Паха пирус» тата «Вăтам ĕмĕрсем» калавĕсен алçырăвне кăтартать, пичетлеме пулăшу ыйтать. Кавабата çав вăхăтра Камакура вулавăшĕнче паллă çын пулса ĕçленĕ, «Паха пирус» калав çывăх вăхăтрах [[Танай (Юханшыв)|Танай]] «Çын» (яп. 人間?) журналра пичетленсе тухнă. Мисима хăйĕн ĕмĕрĕн вĕçичченех Кавабатăна хăйĕн вĕрентӳçĕ вырăнне хурса хисепленĕ (ăна вăл Кавабата-сан тесе ятпа хисепленĕ). Çав çултах «Гундзо» журналра Мисимăн «Тинĕс сăмсахĕ çинчен» калавĕ çут тĕнчене тухать.
Мисима 1947 çулхи кăрлачра [[Осаму Дадзай]]па [[Кацуитиро Камэи]] пуçтаракан пухусене çӳрет. Каласа панă май, пĕррехинче Дадзай пултарулахĕ килĕшменни пирки Мисима ытла та тӳррĕн пĕлтерет. Дадзай, хăйне çакăн пек чарсăр палăртнипе тĕлĕнсе кайнăскер, Мисимăна çапла: «Кунта килетĕн пулсан, эсĕ манăн кĕнекесене кăсăкланмасăрах вуламастăн пулĕ», — тесе яваплать. Ун чухнех çавăнта пулнă [[Кадзуо Нохара]] Дадзай сăмахĕсене çапла та юптарса парать: "Килĕшмест пулсан, малашне эс кунта ан çӳре".
[[1947]] çулхи юпа уйăхĕнче Мисима Токио университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухать. «Япони промыçлă банкне» (яп. 日本勧業銀行?) ĕçлеме кĕме тăрăшать, экзамен тытать, анчах Мисимăна сывлăхĕ начартарах тесе илмеççĕ. Çавах, çак ăнăçсăрлăхпа ӳкенмесĕр, патшалăх квалификаци экзаменне тытать. Мисима пĕр кана император кил-çурчĕн Министерствинче ĕслет, каярах ашшĕ сĕнĕвĕпе Финанс министерствине куçать. Чиновник вырăнче пулсах, вăл литературă ĕçĕпе те хастар тăпăçланать. Мисима хăйĕн пĕрремĕш пысăк, «Вăрă» ятлă ӳнер хайлавне пичетлесе кăларать. Çак вăхăтрах вăл Фусао Хаяси çыравçăпа паллашать.
[[1948]] çулта Мисима «Паянкухи литературă» литературă пĕрлĕхне кĕрет. «Кавадэсёбосинся» кĕнеке пичетлĕвĕн тĕп редактăрĕ Кадзуки Сакамото ыйтнипе роман çырма пуçлать, анчах та вăй-хал пĕтсе çитнипе чукун çул çине ӳкет, аран çеç пуйăс айне пулса вилесрен çăлăнса юлать. Çакăн хыççăн 1948, авăн уйăхĕнче Мисима финансă Министерствинчен ĕçрен тухса каять — хăйĕн пĕтĕм вăй-хăватне вара литературă ĕçченлĕхне çеç парать.
[[1949]] утă «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕ пичетленсе тухать. Роман гомосексуалисăма çырса кăтартнăшăн пĕр енчен сенсациллĕ пулать, тепĕр енчен — критиксем ăна питĕ мухтаççĕ, çапла вара Мисима Японин литературă элитине кĕрет. «Питлĕхĕн çылăх каçартăвĕ» хыççăн «Юрату ăнтăлăвĕ» (1950) тата «Чарăвлă киленĕçӳсем» (1951) çута тухаççĕ. «Чарăвлă киленĕçӳсем» роман тăрăх [[Тацуми Хидзиката]] [[1959]] çулта çав ятлах спектакăль лартать, çакна вара буто ташши çуралнипе çыхăнтараççĕ. Чылай ĕçĕсене сценă çинчен кăтартнине пула Мисима вăрçă хыççăнхи япун литературин пуçлăхĕ пулса тăрать. [[1951]], раштав — [[1952]], çурла вăхăтĕнче ашшĕ пулăшнипе «Асахи симбун» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса Мисима çут тĕнче тавра çулçӳревне каять.
 
== Ӳт-пӳпе чун хăвал урăхлатăвĕ тата «Ылтăн хăрам» (1952 — 1957) ==
 
Çут тĕнче тавралла çулçӳревĕ Мисимăшăн питĕ уçăмлă пулса тухнă, вăл унта пĕтĕм чун-чĕрипе, кĕлетки-ӳт-тирĕпе хĕвел çути пархатарне çĕнĕрен тепĕр хут туса илет, çак çĕнĕлĕх ĕнтĕ малашне унăн литературă ĕçĕсене палăртса ярать. Японие таврăнсан, 1955 çултан пуçласа вăл хăйĕн ӳт-пӳне урăхлатма тытăннă, бодибилдингпа хăтланать. Çав вăхăтрах Мисима, классикăллă япун литературин йăлипе кăсăклана (уйрăмах ăна [[Мори Огай]] пултарулăхĕ илĕртнĕ), хăйĕн çыру стильне те улăштарать. Çакăн пек ик енлĕ улшăнăвĕ (Мори Огайпа [[Томас Манн]] вăйăмĕсемпе Мисимăн çыру тĕкĕ айĕнчен «Ылтăн кермен» роман (1956) шăранса тухать. Роман тĕпне Кинкакудзи хăрамне çамрăк монах çунтарса янине хурса эрешленĕ. «Ылтăн храм» çыравçăн пултарулăхĕн тӳпи пулса тăрать, япун литературин тĕнчере чи вуламăшлă кĕнеки шутланать.
Çак çулсем Мисима ĕçĕсемшĕн пархатарлă тапхăр пулать. Малтан вăл Камисима утравĕн (Миэ префектури) çутçанталăк сăнлăхĕ илемлĕхĕнче «Дафнис тата Хлоя» грек классики çийĕн «Шыв çаппи шавĕ (Шум прибоя)» (1954), хыççăн «Тăсăлу çуркунне» (1956) тата «Чӳхĕннĕ ырăлăх» (1957) романĕсем бестселлерсем пулаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тери чапа тухаççĕ, кинофильмсем çапса кăлараççĕ. Мисима япун литературин паллă çыравçи пулса тăрать. Çав хушăрах, хăйĕн темĕн тĕрлĕ талантне кăтартса, Мисима драматурги жанрĕпе тăрмашма тытăнать, Но театăрĕ валли çырать, кайран, «Бунгакудза» театăрĕнче хăйĕн пьесисене лартса кăтартать, хăй те спектакăлĕсенче вылять.
 
== «Кĕко килĕн» (1958 — 1964) тĕнчеллĕ чаплăхĕ» (1958 — 1964) ==
 
1959 çулта çута «Кĕко килĕ» роман тухать, ăна хатĕрлесе çырма икĕ çула яхăн каять. Ăна автор «Ылтăн хăрам» романне тепĕр енлĕ кăларас тесе ĕмĕтленнĕ: «Ылтăн хăрамра» пĕр çыннăн ăшĕнчи тĕнчине тĕпчесе кăтартнă пулсан, «Кёко килĕн» тĕпĕ паянкунхи тапхăрăн ыйту тупсăмĕ пулать. Литературă критикĕсен шухăшĕсем çакăн пирки уйрăлса каяççĕ: Такэо Окуно ĕçе чăн шедевр вырăнне хунă, Кэн Хиранопа Дзюн Это «Кĕко килĕ» путланнă тенĕ. Çитĕнӳсемпе ачашланса кайнă Мисимăн, хăйĕн литературă ĕçĕнче чун хура тăвăллăхне те тӳсме тивет.
 
Çапах та, Мисима аллисене усса ямасть. Вулакансем «Кĕко килĕ» хыççăн «Ĕçкĕ-çикĕ хыççăн» (1960), «Япшар çăлтăр» (1962), «Пурçăн тата витĕркурăмлăх» (1964) романсемпе повеçсем, «Вунă пин иенă хакĕллĕ Сэмбэй» (1960), «Аттелĕх» (1961), «Хĕç» (1963) новеллăсем, «Розăсемпе аскăнчăксем» (1958), «Тропик йывăçĕсем» (1960), «Хавас кӳрекен Кото» (1963) пьесăсем тата ытти çыру ĕçĕсем пичетлесе кăларать.
34-мĕш йĕрке:
Мисима харпăр пурнăçĕнче те улшăнусем пулаççĕ. 1958 çулта вăл япун ӳнерçин Ясуси Сугияма хĕрне — Ёко Сугиямăна качча илет.
 
1962 çул тĕлнех Мисима «Илпек тинĕсĕ» тетралоги çырассине шутласа хунă, 1963 çулта çĕнĕ скандал, кун чухне «Кото, приносящее радость» пьеси тавра. Пьесăна «Бунгакудза» ытла политикăлани пирки театăра ертсе пыракансем лартма хирĕç пулнă: çакăн пирки Мисима тата театăрăн 14 паллă артисчĕ «Бунгакудзăран» тухса кайнă. Анчах, «Кото, приносящее радость» тата Мисимăн ытти ĕçĕсем пур енĕпе те хăй тапхăрĕн ăс-тăнĕпе килĕшӳллĕ пулнă. Ун чухне япунсем америкăпа çырнă хăрушсăрлăх хучĕн йĕркисене хирĕçлесе кар тăнă.
 
== «Питлĕх пĕрлĕхĕ» тата «Илпек тинĕсĕ» (1965 — 1970) ==
42-мĕш йĕрке:
Çак çулсенче Мисима «Аттелĕх» (1965) çырать, театăрта (хăйĕ те тĕп сăнарне уçса вылять) лартать, «Паттăр чунĕсен сассисем» (1966) тата «Ыткăн утсем», «Илпек тинĕсĕ» романăн иккĕмĕш томĕ (1967-1968), çаплах та ытти ĕçĕсем те куçа çитеççĕ.
 
1966 çулхи раштавра Мисима «Тавлашу» (яп. 論争ジャーナル?) журнал ертӳçипе паллашать. Мисимăпа журналăн хастаррисем хушшинче тачă хутшăнусем пуçланаççĕ. Унăн пуçĕнче хĕçпăшалланнă ушкăн пуçтарас ĕмĕт çуралать. Пĕрремĕш утăмпа Мисима хӳтĕленӳ вăйĕсем шутне кĕрет, [[Танай (Юханшыв)|Танай]] Локхид Ф-104 Старфайтер истребитель çинче вĕçеве тухать, çаплах «Тавлашу» журнал çумĕнче хăйĕн ушкăнне пухма тытăнать. Çак чухнех Мисима Япони хӳтĕленӳ вăйĕсен çарпуçĕпе [[Танай (Юханшыв)|Танай]] Киёкацу Ямамотопа пĕр шухăш тупать. Политикă шăнкăравлăхлă «Хĕвелпе хурçă», «Хагакурэ кӳртĕм пайĕ», «Культурăна хӳтĕлесе» тата ытти публицистикă ĕçĕсем пичетрен вĕçсе тухаççĕ.
 
1968 çулта трилогин виççĕмĕш томĕ — «Шуçăм хăрамĕ» роман, «Ман тус Гитлер» пьеса пичетленсе тухать, чӳк, 3 çав çулах «Тавлашу» журнал хастарĕсенчен çар «Питлĕх ушкăнĕ» йĕркелет. 1969 çулта Мисима кабуки театăрĕ валли çырма тытăнать, темиçе пьеса пичетлет. Студентсен хумханăвĕ вăхăтĕнче Мисима Токио университетне пырса кĕрет, унта вăл хĕрӳллĕ тавлашуллă калаçура патшалăх тытăмлăхĕпе унта император вырăнĕ пирки ; Мисимăна хирĕç Масахико Акута студент тавлашать. Хидэо Гося «Вĕлерӳ» фильмĕнче Мисима Синтаро Кацу, Юдзиро Исихара тата Тацуя Накадай артистсемпе пĕрле вылять.
 
1970 çулхи чӳк, 25 «Питлĕх ушкăнне» кĕнĕ Морита тата тепĕр виçĕ çынпа типçĕр çарĕсен Итигая тĕп вырăнне пырса, Мисима базă çарпуçне тыткăна илсе салтаксем умĕнче сăмах калать. Анчах та театăрти евĕрлĕ хăтлану патшалăхра тытăмлăха çавăрса илес ĕç пурнăçа кĕреймест, çакăн хыççăн Мисима хăйне хăй чиксе, самурай пек, сэппуку туса вилĕме кĕрет. Çак кунăн ирĕнче, Итигая каяс умĕн, Мисима хăйĕн редактăрне (Тикако Кодзима) «Пирĕшти йăванни» романăн пичетлĕве хатĕрленĕ ярса панă, ку вăл «Илпек тинĕсĕ» тетралогин юлашки томĕ, çаплах Мисимăн пултарулахăн юлашки ĕçĕ пулать.
 
== Ĕçĕсем ==
85-мĕш йĕрке:
 
[[bg:Юкио Мишима]]
[[br:Yukio Mishima]]
[[ca:Yukio Mishima]]
[[cs:Mišima Jukio]]