Аншлюс: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
20-мĕш йĕрке:
Китлĕршĕн ырă лару-тăру [[1937]] çулта пулать, ун чухне анăç тăрăмĕсем Австрие ярса илессине агресси акчĕ мар, 1919 çулхи Версаль килĕшĕвне пăсни мар, Германие «лăплантарни» теме тытăннă.
 
1937 çулхи чӳк уйăхĕнче акăлчан министрĕ [[Вуд Эдуард|Галифакс]] Китлĕрпе калаçса ăна хăйĕн правительстви енчен Германи Австрие «хăй çумне хушма» шантару парать. Кăшт каярах, [[1938]] çулхи [[нарăс, 22]], британ премьерĕ [[Чемберлен Невилл|Невилл Чемберлен]] парламентра каланипе, Австрие [[Наци Лиги]] хӳтĕлеме пултараймасть:<blockquote>Пирĕн пĕчĕк хавшак патшалăхсене ултамалла мар, вĕсене Нацисен Лиги енчен хӳтĕлĕх парăпăр тесе шанăç памалла мар , мĕншĕн тесен çакна эпир тума пултараймастпăр</blockquote>. Çакăн пек аяккалла пăрăнни Китлĕре аншлюс ирттерме çăмăллăх парать.
 
1938 çулхи [[нарăс, 12]] канцлер Шушнига [[Берхтесгаден]]ри китлĕр резиденцине чĕнеççĕ, унта вăл вăрçăпа тапăнса кĕрессинчен шикленсе патшалăха Германи айне хурса [[Виççĕмĕш райх]]ăн провинцине куçаракан сĕнсе панă виçĕ пунктран тăракан [[ультиматум]] çине алă пусать:
# [[Зейсс-Инкварт Артур|Артур Зейсс-Инкварт]] австри нацисчĕсен ертӳçине шалти ĕçсен министрĕ тата шырав полици пуçлăхĕ туса хураççĕ, çак нацистсен аллине Австрин пĕтĕм полицине куçарать;
# тĕрлĕ киревсĕр ĕç тунăшăн тĕрмене лартнă нацистсемшĕн çĕнĕ политика амнистине кăлараççĕ;
# австри наци партийĕ Патриотсен фронтне кĕрет.
 
Австри тĕнче политика карттинчен тухса ӳкесси паллă пулса тăрать. Çакнашкал пулассине сирес тесеШушниг, çитес вырсарникун, 1938 çулхи пушăн 9-мĕшне Австри ирĕклĕх ыйтăвĕпе [[плебисцит]] ирттерме палăртать. Китлĕр плебисцита чарма, Шушнига ĕçрен кăларса унăн вырăнне Зейсс-Инкварта лартма хушать, Австрие тапăнса кĕме хатĕрленме тапач парать.
 
== Австрие ярса илни ==
Йӗрке 35 ⟶ 42:
[[Ака, 10]] Германипе Австрире аншлюс пирки плебисцит иртет. Официаллă хыпарсемпе, Германире аншлюсшăн 99,08 % çын сасă панă, Австрире — 99,75 %. Сăнавçă ([[Уильям Ширер]]) австрисен плебесцит вăхăтĕнчи чун кăмăлне çапла пахалать:
 
<blockquote>''Австрисен ытларахăшĕ пушăн 13-мĕшĕнче Шушнига «çапла» калама шутланисем, акан 10-мĕшĕнче Китлĕре «çапла» терĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ, Германипе, нацистлă пулин те, тачă пĕрлĕх Австрие кирлĕ, урăхла май çук, Австри (…) чылай хушă хăй тĕллĕн пурăнма пултараймасть, вăл германи райхĕнче кăна çăлăнăçне тупма пултарать тесе шутларĕç. Çакăн пек шутлакансемсĕр пуçне çаплах хаяр нацистсем те пулнă — ĕçсĕррисем е ĕçлекенсем, вĕсен йышĕ çĕршывра пĕрмаях ӳссе пынă. Вĕсем хăйсен пурнăç тулăхне лайăхлатасшăн çуннă. Нумай католика (…) нацистсем Австрие килнипе хавхаланнă кардинал Иннитцер аншлюс майлă сасăлама чĕнсе калани илĕртетилĕртнĕ''<ref>Уильям Ширер. Взлет и падение Третьего рейха. М., 1991, т.1, стр. 387. ISBN 5-203-00475-7</ref></blockquote>
 
Австрие пĕрлештерсен, Китлĕр [[Чехословаки]]е ярса илсе тата Кăнтăр-Тухăç Европăпа Балкана кĕрсе каймалли стратеги плацдармĕ пулса тăрать, чылай халăх ресурсĕ тата вăрçă хатĕрĕ-япала тăвасси ӳсче каять. Аншлюс хыççăн Германи территорийĕ 17 % саралать, халăх — 10 % (6,7 млн çын) йышланать. [[Вермахт]] шутне Австрире йĕркеленĕ 6 дивизи кĕнĕ.