Аншлюс: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
16-мĕш йĕрке:
[[1934]] çулхи [[утă, 25]] кăнтăрла тĕлĕнче 89-мĕш австри [[СС]] батальонĕн 154 австри-эсэсĕ, австри граждан гварди хормине тăхăннăскерсем, Дольфус канцлер канцелярине ярса илсе, ăна ĕçрен тухма хушнă. Йывăр аманнă Дольфус çирĕппĕн хирĕç тăнă. Тухтăр пулăшăвне памасăр, чиркӳ ĕçтешĕпе калаçтармасăр Дольфус темиçе сехетрен вилсе каять, хăйĕн тупинчен уйрăлман. Çав хушăра ертӳçлĕхĕн шанăç çарĕсем парламент çуртне хупăрласа илеççĕ. Каç еннелле Дольфус майлă пулнă [[Муссолини Бенито|Муссолини]] пăтăрмах тăвассине кансĕрлес тесе пиллĕк дивизи пухса вĕсене [[Бреннер (перевал)|Бреннер перевалĕ]] урлă Австри чикки патнелле куçарать. 19 сехтре пăлхавçăсен парăнма тивет.
 
Вăйпа хăй майлă çавăрасси ăнăçлă пулманнине ăнланса, Китлĕр тактикăна улăштарать, çак ĕçе тума [[СД]] тата [[гестапо]]на хушать те дипломати енĕпе [[Шушниг Курт|Курт фон Шушниг]] çĕнĕ австри ертӳçлĕхне вăйлăрах пусарма тытăнать. Çав вăхăтрах Германи ятархĕсмечĕсем австри нацисчĕсен хушшинчи хăйсен ĕç-пуçне хастарлаççĕ. Сăмахран, австри наци партийĕн ертӳçи Рейнталер инженер 1934 çулхи кĕркуннеренех Мӳнхенран вăрттăн уйăхне 200 пин маркă шалу илсе тăнă. Хăрушу шăпинчен аяккарах тарас тесе, Шушниг [[1936]] çулхи [[утă, 11]] Германипе килĕшӳ хучĕ çырать, çавăнпа АвстринациАвстри наци Германи политикин ытăмне кĕрсе ӳкет. Хăй енчен, Германи Австрин суверенитетне тата ирĕклĕхне, унăн тулаш политикине хисеплеме йышăнать. Килĕшӳ тĕрĕкне кăтартас тĕллевпе, Шушниг тĕрлĕ администраци ĕçĕсене австри нацисчĕсене шанса парать, вĕсен хăшпĕр йĕркеленӳлĕхĕсене Патриот фронтне кĕме ирĕк парать, юлашкинчен, темиçе пин нацист валли амнисти кăларать.
 
Китлĕршĕн ырă лару-тăру [[1937]] çулта пулать, ун чухне анăç тăрăмĕсем Австрие ярса илессине агресси акчĕ мар, 1919 çулхи Версаль килĕшĕвне пăсни мар, Германие «лăплантарни» теме тытăннă.