Элам: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
31-мĕш йĕрке:
 
=== Суккăль-мах (Эпарт) ăрăвĕ ===
Ăрăва никĕслекенĕ - хăш Эпарти – хура халăхран тухнăскер пулнă, çĕршыври влаçа кăнар йĕркипе мар, кĕрешӳре çĕнсе тивĕçнĕ. Эпарти несĕлесем, уйрăмах Шильхаха арăм патша, патша влаçне, Элам патшалăхне чылаях тĕрĕклетеççĕ.
 
Элам влаçа ун чухне хăй евĕр триумвират тытса пынă. Çĕршыва виçĕ тăрăм пĕр харăс ертсе пынă: 1) Суз суккалĕ, 2) Элам тата Симашки суккалĕ, 3) суккаль-мах. Суккаль-мах çĕршывăн патши шутланать, унăн ĕç вырăнĕ Сузра пулнă. Вăл вилсен элам астулне яланхилле Элампа Симашки суккăлĕ ларнă. Часах çак патшан шăллĕ пулнă. Суз суккăльĕ вырăнне (тĕп хула тăрăмĕ) суккаль-мах хăйĕн аслă ывăлне лартнă. Çапла, Эламра кӳршĕ патшалăхсенчи пек влаç ашшĕнчен ывăлне мар, пиччĕшĕнчен шăллĕне куçса пынă. Суккаль-мах ăрăвĕсен политика кун-çулĕ пирки питĕ сахал хыпар. Элам ун чухне Вавилонипе тата Аккад патшалăхĕпе кĕрешнĕ. Пирĕн эрăччен ХV ĕмĕр пӳсламăшĕнче Суккаль-махсен ăрăвĕн кун-çулĕ ăнсăртран татăлать. Элама [[касситсем]] çĕнсе илнĕ теме пулать. Темиçе çĕрçуллăх хыççăн çеç Элам каллех [[Аншан тата Суз патшисем|Aншанпа Суз]] тапхăрĕнче ирĕклĕхе тухать.
 
== [[Аншан тата Суз]] (Игехалкисемпе Шутруксем) ăрăвĕ==