Сакура: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Сакура''' (''японла'' - [[иероглиф]]:桜 е 櫻; [[катакана]]: サクラ) - [[Япони]]ре [[Корея]]ра, [[Китай]]ра ӳсекен [[чие]] йывăççи (Prunus serrulata).
 
 
 
== Ят пулăвĕ ==
Сакура сăмаха палăртакан [[иероглиф]] '''桜''' виçĕ пайран тăрать: сулахайра – [[йывăç]] (木), сылтăмра – çӳлти виç йĕр тата [[хĕрарăм]] (女).
Çак сăмах '''咲く'''(саку) ''çеçкелен'' глаголран пулса кайнă текен верси пур. Япон сăмахĕ тĕрлĕ чĕлхене кĕнĕ.
Латин ячĕ Prunus Слива тенине пĕлтерет(тавраш ячĕ), serrulata вĕтĕ шăллă тенине(çулçă хĕрринчи шăлĕсем вĕтĕ).
Йӗрке 10 ⟶ 7:
 
== Ӳсентăран пĕлĕвĕн информацийĕ ==
Сакура – çулçă тăкан ытла пысăках мар йывăç(8-12 м çÿллĕ), пĕр вулăллă, çăра кроналлă.
Хуппи яка, хăмăр тĕслĕ. Çулçăсем тăрăхла çаврака, вăрăмăшĕ – 5-13 см, сарлакăшĕ – 2,5-6,5см, аври кĕске; турат çинче ылмашăнса вырăнаçнă.
Çулçă хĕрри вĕтĕ шăллă. Тĕттĕм симĕс тĕслĕ çулçăсем кĕр вĕçĕнче сарă, хĕрлĕ е тĕксĕм хĕрлĕ пулса тараççĕ.
Çеçке – икĕ-пилĕк чечекрен тăракан сапаксем. Çуркунне çĕнĕ çулçисем кăларнă чух сакура йывăççи чечекĕсем те кăларать.
Чечек лепестокĕсем(5) шурă е кĕрен тĕслĕ. Чăмăркка çимĕç хура тĕслĕ, диаметрĕ – 8-10 мм. Вăрри шăмăллă.
 
 
 
== Галерея ==