Электрон вĕренӳ кĕнеки: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Электрон вĕренÿ кĕнеки''' – электрон мелĕсемпе усă курса хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕ. Электрон вĕрен…
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

20:54, 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Электрон вĕренÿ кĕнеки – электрон мелĕсемпе усă курса хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕ.

Электрон вĕренÿ кĕнекине ахаль текстсăр пуçне тĕрлĕрен ÿкерчĕксем, хăнăхтарусем, тĕслĕхсем, тĕрлĕ электрон тĕрĕслевĕсем, пулăшу материалĕсем кĕреççĕ. Вĕсене сăлтавне кура тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли тĕрлĕ тĕллевпе хатĕрлеççĕ.

Ушкăнĕсем

1. Шкул çулне çитмен ачасем валли – шутлама, сас паллисемпе паллашма, шухăшлама тата ÿкерме вĕрентекен кĕнекесем.

2. Шкул ачисем валли – шкулти вĕренÿ планне кĕрекен предметсен программи тăрăх хатĕрленĕ кĕнекесем.

3. Професси пĕлĕвне илме пулăшаканнисем

4. Аслă пĕлÿ илме пулăшаканнисем

Кĕнеке формачĕсем

• Ахаль текст

HTML формачĕ

HTMLHelp (.chm)

Electronic Publication (.epub)

FictionBook (.fb2)

Ытти форматри кĕнекесем те анлăн сарăлнă. Çавăн пекех хăш-пĕр фирмăсем хăйсен ятарлă формачĕпе те электрон вĕренÿ кĕнекисем кăлараççĕ.

Чăвашри электрон вĕренÿ кĕнекисем

Чăваш Республикинче вĕренÿре усă курмалли пĕрремĕш чăвашла вĕренÿ пособине 2005 çулта кăларнă. Авторĕ – Владимир Юрьевич Андреев, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри тĕп шкул вĕрентекенĕ.

Электрон кĕнекесен хăйнеевĕрлĕхĕ

Электрон кĕнексем ахаль кĕнекесемпе танлаштарсан лайăх енĕсем пур:

1. Нумай вырăн йышăнмаççĕ

2. Массăллă майпа кăларма тата сарма йÿнĕ

3. Ачасене инçет майпа вĕрентме пулать

4. Программа çын вĕреннине тĕрĕслеме, май килнĕ таран пулăшма пултарать

5. Мĕн çырнине вулама кăна анчах мар, итлеме те пулать

Çитменлĕхĕсем те сахал мар:

1. Ятарлă техника (компьютер), хатĕрсем, программăсем кирлĕ

2. Экран çинчен вуланă чухне куç час авăнать

3. Хут çинчипе танлаштарсан вулама йывăртарах

4. Пуплев культурине аталантарма чăрмантарать

5. Шухăшлав, хутшăну ыйтăвĕсене татса парасси йывăрланать


Каçăсем