Совет Союзĕн Паттăрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Golden Star medal 473.jpg|thumb|right|250px|«Ылтăн Çăлтăр» медаль — Совет Союзĕн Паттăрĕн атрибучĕ]]
'''Совет Союзĕн Паттăрĕ''' — [[СССР]]-ти çӳллĕ палла тухнин степенĕ. Çак тивĕç ятпа вăрçăри çапăçусенче е, лăпкă саманара та, паттăрлă ĕç тунăшăн чыслаççĕ.
 
Тивĕç ята пĕрремĕш [[СССР Тĕп Ĕçтăвакан Комитечĕ|СССР ТĔК]] [[1934]] çулхи [[ака, 16|акан 16-мĕшĕнчи]] Йышăнăвĕпе, Совет Союзĕн Паттăрĕ валли хушма паллă — [[«Ылтăн Çăлтăр» медаль|«Ылтăн Çăлтăр» медале]] [[СССР Аслă Канаш Президиумĕ]]н [[1939]] çулхи [[çурла, 1|çурлан 1-мĕшĕнчи]] Хушăвĕпе çирĕплетнĕ.
 
== «Совет Союзĕн Паттăрĕ» пирки çирĕплетсе çырни ==
 
==Фактсем ==
 
Паттăр ятне [[1934]] çулхи [[ака, 20]] тивĕçнĕ пĕрремĕш çын — [[Ляпидевский Анатолий Васильевич|Анатолий Ляпидевский]] вĕçевçĕ, çак чыса ăна шара лекнĕ [[Челюскин (пăрахут)|«Челюскин»]] пăрахут экипажĕпе пасажирĕсене çăлнăшăн панă. Çак ырă ĕçшĕн паттăр ятне тивĕçнĕ: [[Леваневский Сигизмунд Александрович|Сигизмунд Леваневский]], [[Молоков Василий Сергеевич|Василий Молоков]], [[Каманин Николай Петрович|Николай Каманин]], [[Слепнёв Маврикий Трофимович|Маврикий Слепнёв]], [[Водопьянов Михаил Васильевич|Михаил Водопьянов]], [[Доронин Иван Васильевич|Иван Доронин]].
 
.....
 
[[1941]] çул тĕлне Паттăр ятне 600 ытла çын тивĕç пулать, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — икĕ хут (''[[:Категори:Совет Союзĕн Паттăрĕсем]]'' пăхăр). [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]тапхăрĕнче тăшман тылĕнче паттăр, хастар ĕçсем тунăшăн Паттăр хисепне 234 [[совет партизанĕсем|партизан юхăмĕнче]] кĕрешнĕ çынна, çав шутра 24 [[хĕрарăм]]а; икĕ хут Паттăр ятне [[совет партизанĕсем|ирĕке кăларакан текĕрчĕсене]] йĕркелекенсем [[Ковпак Сидор Артемьевич|С. А. Ковпакпа]] [[Фёдоров Алексей Фёдорович|А. Ф. Фёдоров]].
 
Икĕ хут Совет Союзĕн Паттарĕ хисепне (çурла, 29, 1939) [[Грицевец Сергей Иванович|Грицевец С. И.]] тата [[Кравченко Григорий Пантелеевич|Кравченко Г. П.]] вĕçевçĕсем тивĕç пулнă.
....
 
[[1982]] çул пуçламĕшĕ тĕлне Паттăр ятне 12500 ытла çынна панă, вĕсенчен 141 икĕ хут, виççĕшне — виçĕ хут, иккĕшне — тăватă [[«Ылтăн Çăлтăр» медаль|«Ылтăн Çăлтăр» медалĕпе]] чысланă. [[Афган вăрçи|Афганистан территоринчи çапăçусенче]] 66 салтак-[[интернационал тивĕçĕ|интернационалист]] Совет Союзĕн Паттарĕ пулса тăрать, вĕсенчен 23 çак чыса вилнĕ хыççăн тивĕçтернĕ.
 
[[СССР]] тытăнса тăнă вăхăтра Совет Союзĕн Паттăрĕ чыса 12772 çынна тивĕçтернĕ, çав шутра икĕ хут — 153; [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]нчи паттăрлăхшăн — пурĕпе 11695, çав шутра икĕ хут 115. Совет Союзĕн Паттăрĕсен шутĕнче — 91 [[хĕрарăм]].
....
Анчах та, парне панă самантра [[1992]] çулхи [[кăрлач, 16]] [[СССР]] 22 кун каялла петсе ларнă пулнă. Устава улăштарман, [[СССР]] ята асăнма Солодков тĕрĕс мар шутласа, парнепе тивĕçтернĕ [[Шапошников Евгений Иванович|Е. И. Шапошников]] [[Çар ăрачĕн маршалĕ|авиаци маршалне]] «''Тавтапуç''» çеç терĕ.
 
[[СССР]] [[СССР арканăвĕ|аркансан]] «Совет Союзĕн Паттăрĕ» хисепе пăрахăçланă. Халĕ [[Раççей]]ре [[Раççей Паттăрĕ|«Раççей Федерацийĕн паттăрĕ»]] хисеппе чыслаççĕ, ăна Тăван çĕршывшăн чаплă ĕç тунăшăн тивĕçтереççĕ. Юридициллĕ Союз паттăрĕсен прависем Раççей паттăр правиисемпе танах.
....
==Çавăн пекех пăхăр==
* [[Социаллă Ĕçлĕх Паттăрĕ]]
* [[Раççей Федерацийĕн Паттăрĕ]]
* [[Орденшăн тӳлевсем]]
* [[Халăх паттăр орденĕ]]
* [[Паттăрсен аллейи (Санкт-Петербург, Мускав Çĕнтерӳ паркĕ)]]
 
== Каçăсем ==