Чистай: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Чистай''' ({{lang-tt|Чистай}}), — [[Тутарстан]]ăн [[Тутарстанăн Чистай районĕ|Чистай районĕнчи]] хула, [[административлă тĕп]]ĕ.
 
==Тавралăхĕ==
Хула [[Чулман Атăл]]ăн ([[Куйбышев шывуправĕ]]) сулахай çыранĕнче, [[Нурлат]] чукун çул чарăнăвĕнчен ([[Чĕмпĕр]]-[[Ĕпхӳ]] йĕрĕ) 125 çм çурçĕрелле вырнаçнă. Автомобиль çулĕсен çыххи (Р239 — [[Нурлат]]па [[Нижнекамск]] çинелле, Р239 çулпа — [[Хусан]]па [[Пĕкельме]]не, [[Ăренпур]]а), [[Чулман Атăл]] урлă кĕпер ПГТ [[Алексеевское]]. Хулан çĕр лаптăкĕ 16,8 çм².
 
== Халăх йышĕ, район тытăмĕ ==
Йӗрке 13 ⟶ 16:
==Кун-çулĕ==
[[Image:Chistopol.jpg|thumb|275px|Никольский соборĕ.]]
 
Пĕрремĕш Пуш Уй çинчен çул çыравĕсенче [[XVII ĕмĕр]]ĕн вĕçĕнче — [[XVIII ĕмĕр]]ĕн пуçламăшĕнче çырнă.
 
Ял мĕнле тапранса кайнă пирки темиçе халап пур. Чи паллипе, кунта чи малтан таркăн [[крепоç хресченĕсем]] е [[раскольниксем]] хăйсен ирĕк вырăнне никĕс янă. Анчах та ХVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсене кунтан кăларса янă, яла çунтарнă та вырăнта пуш уй çех юлнă. Çăлăнса юлнă çĕр ĕçченĕсем çĕнĕрен çурт-йĕр лартма тытăннă, часах çĕнĕ йыш килсе тĕпĕленнĕ, ятне вара çĕнĕ ял мăн пушара астуса йышăнать.
 
Пурăну вырăнĕ çав тери хăвăрт аталанма тытăннă, [[1761]] çулта кунта, халăх çыравĕпе, 1000 ытла çын пурăннă.
 
[[1781]] çулта [[Екатерина II]] хушăвĕпе Чистое Поле салана Чистай ятлă [[уес]] хули статусне куçарнă, пайăр герба тивĕçтернĕ.
 
[[XIX ĕмĕр]] вĕçĕнче Чистай — тырă сутă-илӳн шĕкĕр вырăнĕ. [[1917]] çулчен — [[Хусан кĕпернийĕ|Хусан кĕпернин]] чаплăхĕпе иккĕмĕш (Хусан хыççăн) хули.
 
[[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]] тапхăрĕнче Чистай [[Совет çыравçисен пĕрлĕхĕ]]н кил йăви пулса тăрать. [[Пастернак Борис Леонидович|Борис Пастернак]], [[Леонов Леонид Максимович|Леонид Леонов]], [[Шульженко Клавдия Ивановна|Клавдия Шульженко]] шăрантарнă «[[Синий платочек]]» юрă авторĕ [[Максимов]] кунта пурăннă.
 
== Промăçлăхĕ==
Савутсем — сехет («Восток»), карап юсав, «Автоспецоборудование», автоюсав; радиокомпани «Вектор»; [http://www.bist.ru ПКП БИСТ], йывăç ĕçлĕх комбиначĕ, сĕтел-пукан фабрики.
 
Çăмăл промăçлăх предприятисем (çĕвĕç, трикотаж, пушмак фабрикисем) апат-çимĕç (ликер-водка завочĕ, кондитер фабрики, пулă завочĕ, аш-какай комбиначĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çăкăр завочĕ).
 
== Паллă çыннисем ==
* [[Бутлеров Александр Михайлович|Александр Бутлеров]], вырăс химикĕ, [[1828]] çулта çуралнă.
* [[Губайдулина София Асгатовна]]
* [[Губайдулина София Асгатовна|София Губайдулина]], совет [[композитор]]ĕ, [[1931]] çулта çуралнă.
* [[Пастернак Борис Леонидович|Борис Пастернак]], совет çыравçи, [[1942]]—[[1943]] çулсенче пурăннă.
* [[Лихачёв Николай Петрович| Николай Петрович Лихачёв]], совет ăсчахĕ, историк, археограф, палеограф, ӳнер тĕпчевçи, библиограф, коллекционер, академик [[1862]]—[[1936]]
 
==Каçăсем==
Йӗрке 26 ⟶ 49:
* [http://tashlar.narod.ru/text/chistay-rus.htm Таврари археологи ĕçĕсем
 
{{Чулман Атăл çинчи хуласемхулисем}}
{{Тутарстан хулисем}}