Павлова Надежда Васильевна: различия между версиями

нет описания правки
Нет описания правки
Нет описания правки
[[Image:‎Pavlova_nv.jpg‎|thumb|Надежда Павлова]]
'''Павлова Надежда Васильевна Павлова''' - балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ - [[1956]] çулхи [[çу, 15|çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче]] [[Шупашкар]]та çуралнă. Халĕ Мускавра[[Мускав]]ра пурăнать.
 
== Пурнăçĕ ==
 
Надежда Павлова ачаранах ташлама килĕштернĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. [[1966]] çулта ăна [[Пермь]] хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, [[Пермь]] хулине вĕренме чĕннĕ.
 
Надьăн ачалăхĕ Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсем Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çичĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентекен патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев шутласа лартать - "Девочка и эхо", "Маленькая балерина", "Озорница", ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа балет театăрĕнче ташлать. Пăхакансен асăмĕнче "Коппелири" Пукане, "Дон Кихотри" Амурчик, "Спящяя красавицăри" Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.
 
[[1970]] çулта Пермь театрĕ Мускав гастролĕсем хыççăн çамрăк балеринăна "Театр" журналта палăртнă.
15 çулта Надежда Павлова Пĕтĕмсоюзри балетмейстерсемпе балет артисчĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет.
[[1973]] çулта [[Мускав]]ра Тĕнчери балет артисчĕсен II-мĕш ăмăртăвĕнче Гран-при çĕнсе илет. Ку вăхăтра Надежда Павлова хамăр çĕршывра та, ют çĕрсенче те - Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, [[Франци]]ре тата АПШ-ра - гастрольсенче нумай ĕçлет, пăхакансене çăмăл ташшипе илĕртет.
 
Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн "Вăл ытла та илемлĕ" тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă кĕвĕçи - [[Чайковский Петр Ильич|П.И. Чайковский]].
 
[[1975]] çулхи авăн уйăхĕнче Надежда Павлова хăйĕн иккĕмĕш театр çултапхăрне Большой театăрăн солисчĕ пулса уçнă.
Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Большой театрта классика ташине çӳле хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.
 
[[1983]] çулта Надежда Павлова хăйĕн репертуарне М. Бежар тата Д. Баланчин миниатюрисем, паянкунхи хореографовсен опусĕсене кĕртет. Балерина Большой театăрăн паллă солисчĕсемпе - Вячеслав Гордеевпа, Александр Богатыревпа и Валерий Анисимовпа, каярахпа Алексей Фадеечевпа, Юрий Васюченкопа, Ирек Мухамедовпа - ĕçлет.
 
1986/87 çулсенче Надежда Павлова "Камерный балетпа" пĕрле С. Власов çĕнетсе хатерленĕ М. Фокинăн "Синяя борода" балечĕнче Флоретта комеди партине тата Большой театăрăн спектаклĕнче Одетта-Одиллия драмăллă партине ташласа хăйĕн тĕрлĕтĕслĕ пултарулăхне кăтартать.
 
[[1992]] - [[1994]] çулсенче Надежда Павлова - Надежда Павловăн балет театăрĕн, [[1995]] çултанпа - Ренессанс-балет театăрĕн пултаруллăх ертӳçи. 1995 çулта [[Люксембург]]ри, [[1996]] çулта Гонконгри Тĕнчери балет артисчĕсен ăмăртăвĕсен жюри ĕçĕсене хутшăннă. ГИТИСăн балетмейстерсен уйрăмĕнче вĕренсе тухса педагог-репетитор пулса, Францинче, [[Германи]]ре, [[Япони]]ре, [[Финлянди]]ре ăстаçă класĕсене ирттерет. [[1999]] çулта Надежда Павлова [[Вашингтон]]ра Раççей культура тĕпне уçнă çĕрте хутшăнать.
 
Халĕ Надежда Павлова классикăпа паянкунхи хореографипе усă курать тата Раççей театр искусствин академинче (РТИА) вăй хурать, Большой театр артисчĕсене классика репертуарне вĕрентет.
 
== Ĕçĕсем ==
Вунçичçулхи Надя Павлова Н. Боярчиковăн "Ромеопа Джульетта" спектаклĕнче Джульетта пулса, "Жизель" (Б. Щербинин редакциленĕ) балетĕнче Жизель сăнарне уçса ташланă. Балеринăн çичĕ çул хушшинче хатĕрлесе театрăн репертуарĕнче кăтартнă паллă сăнарĕсем: Мари - "Щелкунчик" (Ю. Григорович), Геро - В. Боккадоро çырнă "Любовью за любовь" , Китри - "Дон Кихот" (Р. Захаров редакципе), Фригия - "Спартак" (Ю. Григорович реж.), Эола - "Икар" (В. Васильев реж.), принцесса Флорина тата Аврора - "Спящяя красавица" (Ю. Григорович ред.), Валентина - "Ангара" (Ю. Григорович), Принцесса - "Деревянный принц" (А. Петров), Сильфида - "Шопениана" (М. Фокин).
 
Надежда Павлова совет-америка "Синяя птица" фильмĕн (Дж. Кьюкор реж.) тата "Сицилианская защита" детективлă кинолентăра (реж. - В. Грахов) тĕп ролĕсене вылянă. Н. Павловăн ташшине "Асаф Мессерер" (1981, реж. Ф. Слидовкер), "Дочери Отчизны" (1976, реж. Н. Орлов) документлă фильмсенче, "Дон Кихот" телеверсиллĕ балетĕнче (1978, реж. Е. Мачерет) тата Ф. Слидовкерăн Лист кĕвĕçĕ çырнă "Поэмы" телефильм-балетра (1981) курма пулать.
 
 
Балерина çинчен кăларнă кинофильмсем: "Танцует Надя Павлова" ([[1973]], В. Баранов реж.), "Джульетта" ([[1974]], Б. Галантер реж.), "Дуэт молодых" ([[1977]], В. Граве реж.), "Надежда Павлова" ([[1992]], С. Конончук реж.).
 
Тĕрлĕ вăхăтра Надежда Павлова сăнарĕсене Игорь Васильев, Любовь Лондон [[скульптор]]сем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков [[ӳнерçĕ]]сем çырнă.
 
== ХисепĕсемЧысĕсем ==
 
* СССР халăх артисчĕ ([[1984]])
* Чăваш халăх артисчĕ
* Ленин комсомол парни лауреачĕ,
* Пур Союзри тата тĕнчери ăмăртусен тата фестивальсен лауреачĕ
* Раççей театр искусстви академи профессорĕ
* Чыс орденĕ.
 
* [[1999]] çулта ăна [[Донецк]]ра "Тĕнчери балет Çăлтăрĕсем" лауреачĕ ятпа тивĕçтернĕ.
СССР халăх артисчĕ ([[1984]]), Чăваш халăх артисчĕ, Ленин комсомол преми лауреачĕ, пĕтĕмсоюзри тата тĕнчери ăмăртăвĕсен тата фестивалĕсен лауреачĕ, Раççей театр искусстви академи профессорĕ. Хисеп орденĕ.
[[1999]] çулта ăна [[Донецк]]ра "Тĕнчери балет Çăлтăрĕсем" лауреачĕ ятпа тивĕçтернĕ.
 
== Вуламалли ==