Авеста: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
19-мĕш йĕрке:
 
==Истори==
XVIII ĕмĕрĕн варринче франци ăсчахĕ Анкетиль ДюперронДӳперрон ([[1731]]—[[1805]]) Индие каять, унта вăл 1755—1761 çç. сартăш мăчаварĕ каласа панă (пĕрлĕхĕ хирĕç пулсан та) Авеста текстне çырса илет. Çаплах вăл хăш алçырăвĕсене тупать, вĕсене Европăна таврăнсан, франци чĕлхипе, хăйĕн комментарипе хайласа, пичетлет.
 
Дӳперрон, [[Çутĕç самани]]н пайăр ăсчахĕ, Авестăна тĕпченисĕр пуçне Тухăçри урăх тĕн тексчĕсемпе ĕçленĕскер (вăл çавăн пекех фарсирен [[Упанишадсем]] куçарнă), этемлĕх кун-çулĕн кулленхи пурăнăçĕн тĕрлĕ тĕсĕсене хаклама, вырăна хума ӳкĕтленĕ. Унăн шухăшĕпе, çак евĕр таса текстсем этемлĕхĕн пĕрлĕ этеплĕх пуянлăхĕ шутне кĕрет, вĕсем пур çыншăн та ăсхал çăлкуçĕ пулать.
25-мĕш йĕрке:
Авестăн иккĕмĕш кăларăмне нимĕç чĕлхине куçарса, [[1776]] çулта Ригăра çутта кăларнă.
 
Авестăн сĕмĕ Тухăç та, Анăç та философи шухăшĕсенче курăнать. Г. [[Гегель]] ([[1770]]—[[1831]]) çырнипе, сăртăш тĕн системи икĕ хирĕç вăйсем — Ырлăхпа Усаллăх — кĕрешнине кăтартать. Й. [[Коĕттĕ Йохан Вольфканк Коĕтте|Коĕттĕн]] (1749—1832) чи паллă «Анăç-Тухăç диванĕ» ĕçĕнче «Авалхи перси тĕнĕн халалĕ» сăвă пур. Унта сăвăç Авестăри ĕненӳпе çутă тĕттĕмрен вăйлă пулнине кăтартать. Сарутуштра гимнĕн шухăшĕ-сăнарĕпе психофизика параллелизмĕ теорийĕн никĕсне хураканĕн — Теодор Фехнерĕн ([[1801]]—[[1887]]) — чун кăмăлне хускатать. Анчах та Ф. [[Ницше]] «Сарутуштра çапла каланă» паллă кĕнекинче пӳлĕхçĕне халăх йăхне тытса тăракан «çӳл-этем» шухăшне хăйĕнчен хушса кĕртет.
 
Европа чĕлхине (франци) Авестăна пĕрремĕш Анкетиль-Дюперрон куçарса [[1771]] çулта пичетлет.