Шăмăрша хыпарĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Шăмăршă хыпарĕ''', — Чăваш Республикин Шăмăршă район хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ…
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

08:55, 28 Пуш уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Шăмăршă хыпарĕ, — Чăваш Республикин Шăмăршă район хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1932 çулта тухнă. Ун чухне вăл «Колхозник сасси» ятпа пичĕтленнĕ. Унтан «Сталин ялавĕ» тата «Коммунизм çулĕ» ячĕпе тухнă.

Хаçат историйĕнче пурĕ 7 тĕп редактор пулнă. Халĕ хаçата ăста журналист И. М.Саландаев ертсе пырать.

Хăй вăхăтĕнче çак хаçат страницисем çинче Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ, сăвăçă В. Бараев, çыравçă-тăлмач Зоя Романова , драматург Н. Угарин, вырăс драма театрĕн директорĕ В. Лукьянов, режиссер-артист Н. В. Корчаков , Чăваш Республики призиденчĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекĕн В. Максимов хăйсен хайлавĕсене пичетленĕ, район çыннисене хавхалантарса пынă. Хальхи вăхăтра Иван Саландаев, Владимирпа Александр Михайловсем, Иван Медведев журналистсем хăйсен ăсталахĕпе хаçата пуян содержаниллĕ кăларассишĕн вăй хураççĕ.

Паянхи кун «Шăмăршă хыпарĕ» 2000 тиражпа тухса тăрать.

Кĕперсем