Элĕкри халăх театрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
5-мĕш йĕрке:
 
[[1934]] çулта В. И. Волков пĕрремĕш хут драма кĕтесне йĕркелесе янă, çавăнтан пуçланнă ĕнтĕ Элĕкре спектакăльсем лартса кăтартасси.
 
Вăрçă хыççăнхи çулсенче драма коллективне Кузьмин, Еремеев ертсе пынă. Аллăмĕш çулсенче ку ĕçе Тавăт ялĕнче пурăннă Иван Георгиевич Георгиев çирĕппĕн аталантарса янă, ун чухне вăл районти культура çурчĕн директорĕ пулнă. Çав çулсенче клуба яланах çӳрекенсем культура çурчĕн сцени çинче Иван Георгиев хатĕрлесе лартнă «Айтар», «Нарспи» спектакльсене халĕ те ырăпа асăнаççĕ.
 
[[1967]] çулта [[Эсхель Аркадий Александрович|А. Эсхель]] çырнă "Виçĕ туй" камита сценă çинче пултаруллă кăтартаççĕ. Ку спектакăле Константин Волков баянист юрă-çемĕпе лайăх илемлетсе анлăлатать. Тĕп ролĕсене ун чухне Вениамин Золотов, Альбина Орехова, Елена Храброва, Геннадий Михайлов тата ыттисем чăн-чăн артисчĕсем пекех сăнарласа параççĕ. Ку кăтартăва пăхма ятарласах Шупашкартан килеççĕ, вара драма ушкăнне "Халăх театăрĕ" ятне тивĕçтерме сĕнеççĕ.