Ясмăк: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: eu:Dilista
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
''Ясмăк''' ({{lang-la|Ervum lens}} е ''Lens esculenta Moench'') — [[Пăрçаллисем|пăрçалă]] 1-çулхи ӳсентран, нумайрах чухне çурхи, хăйне евĕрлĕ çаврака, хĕррисенчен лапчăтнă, варринче çаврака вăрăллă. Шултăра тата вĕтĕ вăрăллă тĕссене пĕлеççĕ. Пĕрремĕшĕн туни 28-35 см таран ÿсет, тĕшши, çулçисем тепĕр тĕслинчен шултăрарах. Теприн туни 18-28 см таран кăна ÿсет. Анчах ун тухăçлăхĕ пысăкрах тата çимĕçĕ тутлăрах. Шултра вăрăллисем шутне шултăра чашăк ясмăкĕ (L. esculenta nummularia Alef., урăхла çимелли, пфенниг, геллер е шурă полушкăллă) тата яланхи е шурă прованс ясмăкĕ (L. esculenta vulgaris Аl.); вĕтĕ вăрăллисем шутне — хĕрлĕ-хăмăр тĕшлĕ вĕтĕ хĕрлĕ ясмăк (L. esculenta erythrosperma К.), хăмăр тата сарă-хăмăр тĕшĕллĕ марс тата хура тĕшĕллĕ, тутлах мар шултра вăрлăхлă хура ясмăк (L. esculenta aigra Alef.) кĕреççĕ.
'''Ясмăк''' —
Асăннисемсĕр пуçне Анат Европăпа Çурçĕр Америкăра вырăнти йĕркене хăнăхнă сортсем нумай. Ÿсĕм вăхăче 100-130 кун, çав вăхăтра ăна 15—18°C кирлĕ. Тăм ÿкнинчен питех хăрамасть (?6° сахалрах t° сиенлĕ ), анчах тăпрара шыв çитменнине чăтаймасть. Çавăн пирки ăна таса, çумсăр, лайăх тирпейленĕ, акшарпа пуян (унсăр тухăç кĕтмелли çук) тăпра кирлĕ.
Раççĕре хура тăпраллă кĕпернесенче ÿстернĕ. XIX – мĕш ĕмĕрте чикĕ леш енне ăсатма ăна Тамбов, Пенза тата кÿршĕ кĕпернисенче <sup>1</sup>/<sub>3</sub> милл. теç. çинче ÿстернĕ. Ясмăка çĕрулми хыççăн лартсан лайăхрах, çавах ăна тĕрле тырăсем хыççăн та ăстереççĕ.
Акма хăйне кăна е сĕлĕпе е урпапа хутăш акаççĕ. Ун чухне вăл çутă çитменнипе аптрама пултарать. Сапаласа (1-1,5 ц/га) е 15-25 см вырнаçнă йĕрпе (0,7-1 ц/га) акаççĕ. Хутăш акнă чухне вăрлăхне пĕр пек е ясмăка <sup>1</sup>/<sub>3</sub> пайне илеççĕ. Вăрлăха 2-4,5 см тарăнăш путараççĕ. Ясмăка çумлаççе тата тунисем ÿкесрен ана çине çапăран тĕревсем лартаççĕ. Çупкамĕсем хăмăрланма тытăсан пуçтараççĕ, çавăн чухне кăна хаклă тăракан çутă симĕс тĕшине пуçтарма пулать.
Тухăçĕ вăтам тăпра çинче пăрçаран нумайрах пулать. Гектартан 7,3-15 (19-22 таранах) ц тĕшĕ тата 5,8-15 ц улăм пулать. Ясмăк улăмĕ белок сахал (сăмахран кĕшман ĕ тырă улăмĕ) апат çине хушма усă кураççĕ.
Яланхи ясмăксăр. пуçне тата ыттисем те пур: 1)вика е хир пĕр тĕсле Я. е вика (Егvum monanthos е Vicia monantha Koch.). Вăл чухăн тăпра çинче, пăрçапа вика лайăх тухăç паман акшарсăр тăпра çинче, те тухăç параканскер.
2) франци е вика Я. (Vicia Ervillia е Ervum Ervillia; Кавказра — [[ухкрехели]] е [[кирюшна]]),
типе чатма пултаракан, анчах тăм ÿкнине чăтайман ÿсентран. Тухăçĕ теç. 13-22 ц/га таран, улăме те çавна яхăн. Тĕшĕнче сиенсер мар йÿçĕ япаласем пур. Вĕсене вĕретсе е пăспа кăларса тĕшшине выльăхсене, килти кайăксене çитереççĕ.
==Вуламалли==
З.М.Куданова. Определитель высших растений Чувашской АССР.ЧебоксарыĂЧувашское книжное издательство, 1965.
== Кăсăклă пулăмсем ==
* [[Линсă (оптика)|Оптикă линси]] хăйĕн ятне [[латин чĕлхи]]нчи ясмăкран (lens) туяннă, формипе те вĕсем пĕр пек. Çаплах [[грек чĕлхи]]нче те, φακός линсăна пĕлтерет, φακή — ясмăк пулать.