Брежнев Леонид Ильич: различия между версиями

[[1964|1964 çулта]] Брежнев [[Хрущёв Никита Сергеевич|Хрущёва]] хирĕç кавара ертсе пырать, ăна ĕç вырăнĕнчен кăларса ярать те хăй [[ССКП]] ТК пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрать.
 
==Брежнев влаçа алла илни==
[[1964]] çулта «ленин коллективлă ертӳлĕх принципĕсем» йĕркипе пурăнмалла тенĕ. Брежневпа тан, патшалăха тытса пырас ĕçре [[Шелепин Александр Николаевич|А. Н. Шелепин]], [[Подгорный Николай Викторович|Н. В. Подгорный]] и [[Косыгин Алексей Николаевич|А.Н.Косыгин]] паллă вырăн йышăннă.[http://www.i-u.ru/biblio/archive/valiullin_istorija/04.aspx]. Анчазх та Брежнев аппарат кĕрешĕвĕпе меллесе Шелепинпа Подгорнăя влаçран аякка тăратать, сĕмлĕ ĕç вырăнĕсене хăйне парăннă юлташĕсене ([[Андропов Юрий Владимирович|Ю. В. Андропова]], [[Тихонов Николай Александрович|Н. А. Тихонова]], [[Щёлоков Николай Анисимович|Н. А. Щелокова]], [[Черненко Константин Устинович|К. У. Черненко]], [[Цвигун Семён Кузьмич|С. К. Цвигуна]]) лартать. Косыгина хăтарман пулсан та, çапах та вăл хатĕрленĕ экономика политикине пĕрмаях Брежнев пăсса пынă[http://www.i-u.ru/biblio/archive/valiullin_istorija/04.aspx]. [[1970]]-мĕш çулсем пуçламĕшне парти аппарачĕ Брежнева хăйĕн çынни, система хӳтĕлевçи тесе шанма тытăнать. Парти номенклатури этем пĕрлĕхĕнчи кирек епле улшăнусене хирĕç пулнă, хăйне влаç, тăнăç, анлă пахалăх паракан режима упраса тăма тăрмашнă. <ref>Медведев Р. А. Личность и эпоха. Политический портрет Л. И. Брежнева. М., 1991. Кн. 1.</ref><ref>[http://bordon.ya1.ru/internet/russ/brejnev.html Л.Млечин. Л.И.Брежнев. Статья для энциклопедии Кирилла и Мефодия]</ref>
[http://www.i-u.ru/biblio/archive/valiullin_istorija/04.aspx]