18-мĕш çар (СССР): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
3-мĕш йĕрке:
== Пĕрремĕш хут йĕркелени ==
1941 ç. çĕртме уйăхĕнче Харьков тата Кейӳ ятарлă çар тăрăхĕсен тытăмлăхĕсен никĕсĕнче йĕркеленĕ. Çар шутне [[17-мĕш стрелок корпусĕ]] ([[96-мĕш ту-стрелок дивизийĕ (СССР)|96-мĕш]], [[60-мĕш ту-стрелок дивизийĕ (СССР)|60-мĕш ту-стрелок]] тата [[164-мĕш стрелок дивизийĕ|164-мĕш стрелок дивизисем]]), [[16-мĕш механикăланă корпус (СССР)|16-мĕш механикăланă корпус]] ([[15-мĕш танк дивизийĕ (СССР)|15-мĕш]] тата [[39-мĕш танк дивизийĕ (СССР)|39-мĕш танк]] тата [[240-мĕш моторланă дивизийĕ (СССР)|240-мĕш моторланă дивизи]]), [[64-мĕш авиаци хутăш дивизийĕ|64-мĕш]] тата [[45-мĕш авиаци хутăш дивизийĕ|45-мĕш хутăш]] авиаци дивизисем кĕнĕ. 1941 çулхи [[çĕртме, 25]] çара [[АТÇ Ставки]]н резервĕ шайĕнчен кăларнă та [[Кăнтăр фрончĕ|Кăнтăр фронтне]] куçарнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче çар [[55-мĕш стрелок корпусĕ (СССР)|55-мĕш стрелок корпусĕпе]], 10-мĕш тата 12-мĕш хӳтĕлĕх районĕсемпе хăватлатнă. 1941 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче 18-мĕш çар фронтăн урăх çарĕсемпе пĕрле Украина çĕрĕсенче, [[Прут (юханшыв)|Прутпа]] [[Днепр (юханшыв)|Днепр]] хушшинче, авăн уйăхĕнче — Днепрăн сулахай çыранĕнче çапăçнă.
 
=== Черниговка патĕнче хупăрлани ===
Вермахтăн [[1-мĕш танк çарĕ (Германи)|1-мĕш Танк çарĕн]] юпа уйăхĕнчи çавăрса илев манёврĕ хыççăн, çар [[Черниговка (Запорож облаçĕ)|Черниговка]] посёлокĕ патĕнче [[хупăрлав]]а кĕрсе ӳкет те чылай çухату тӳсет. Тыткăна 100 пинрен ытла хĕрлĕ çар çынĕ лекет. Çарпуçĕ, [[Смирнов Андрей Кириллович|А. К. Смирнов]] генерал-лейтенант, 1941 çулхи [[юпа, 8]] çапăçура пуçне хурать. 212 танка тата 672 артиллери кĕпçине çухатнă. <ref>(Paul Carell, «Hitler moves East», NY, Bantam Books, 1966., pp. 123—129)</ref>
 
=== Çарпуçлăхĕ ===