Раççейри граждан вăрçин 5-мĕш тапхăрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
24-мĕш йĕрке:
 
Йăла тăрăх Граждан вăрçин вĕçленнĕ вăхăчĕ 1922 çулхи [[юпа, 25]] — Хĕрлĕ Çар Владивостока илнĕ кун шутланать. Уйрăм шурă партизан ушкăнĕсем татах темиçе çул кĕрешсе пурăннă. Камчаткăпа Чукоткăра совет влаçне тĕплипех 1923 çулта, [[Врангель утравĕ|Врангель утравне]] канадсенчен [[1924]] çулта, çурçĕр Сахалина яппунсенчен 1925 çулта хăтарнă. [[1927]] çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче [[Ксенофонтов Павел Васильевич|Ксенофонтов]], [[Артемьев Михаил Константинович|Артемьев]] тата [[Михайлов Семён Михайлович|Михайлов]] ертсе пынипе пăлхавçăсем Анăç-Кангалас тата Тухăç-Кангалас улусĕсен пайĕсене йышăннă. Вĕсем майлă юлашкисем хĕçпăшалне [[1928]] çулхи [[нарăс ,6]] çĕре хунă. Вăтам Азире «[[пăсмачсем]]» [[1932]] çулччен кĕрешнĕ, хăш уйрăм çапăçăвĕсемпе операцисем [[1938]] çулччен те пынă. Финляндири вăрçăна (1939—1940) «шурфинсемпе» кĕрешнĕ «Хĕрлĕ çарăн ирĕкелĕх харçи» тенĕ. Польшăна [[1940]] çулта пайланине те «советсене хирĕç буржуази элеменчĕсемпе» кĕрешни тенĕ, офицерсене, буржуазии çыннипе чиновниксене 1918 çулхи пекех аресленĕ, персе пăрахнă.
 
==Инçет Тухăçри Корей çар йĕркеленӳлĕхĕсем==
[[Инçет Тухăç]]а [[яппунсем]] оккупациленĕ, вĕсем кунта вырăнти корейсене этнос енĕпе хĕсĕрлеме тытăнаççĕ. Корей ялĕсенче яппунсен тискер ĕçĕсем пĕрмаях пулса иртнĕ. Корейсем партизана тухса яппунсемпе кĕрешнĕ.
 
== Бакич текĕрчин Монголири çапăçусем ==
{{Main|Монголи операцийĕ}}
 
[[Ӳкерчĕк:7887wq5.jpg|thumb|150px|[[Бакич Андрей Степанович|Генерал-лейтенант Бакич]]]] [[1921]] çулĕн ака уйăхĕнче [[Бакич Андрей Степанович|Бакич]] текĕрчи малтан [[Оренбург çарĕ]] пулнă) çумне Çĕпĕртен тухнă пăлхавçăсен хорунжий (кайран полковник) Токарев ертсе пынă Халăх дивизийĕ (1200 яхăн çын) хушăннă.