Раççейри граждан вăрçин 5-мĕш тапхăрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: {{Раççейри граждан вăрçи}} Вăрçăн пиллĕкĕмĕш тапхăрĕ (чӳк, 1920 — утă, 1923) == Инçет Тухăçри хирĕç тăракансе...
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
20-мĕш йĕрке:
[[Юпа, 25|Юпан 25-мĕшĕнче]] НРА пайĕсемпе партизансем Владивосток кĕреççĕ. Шурă гвардии çарĕсем ют çĕре тухса çăлăнаççĕ.
 
[[1923]], [[Çĕртме, 17|çĕртмен 17-мĕшĕнче]]. [[Анатолий Пепеляев|Пепеляев]] ертсе пынă Шурă пăлхавçă çарĕн текĕрчĕсене Якутире 1923 çулхи çĕртме уйăхĕнче çапса сĕмĕрнĕ ([[Якут харçи]] пăхăр).
 
Йăла тăрăх Граждан вăрçин вĕçленнĕ вăхăчĕ 1922 çулхи [[юпа, 25]] — Хĕрлĕ Çар Владивостока илнĕ кун шутланать. Уйрăм шурă партизан ушкăнĕсем татах темиçе çул кĕрешсе пурăннă. Камчаткăпа Чукоткăра совет влаçне тĕплипех 1923 çулта, [[Врангель утравĕ|Врангель утравне]] канадсенчен [[1924]] çулта, çурçĕр Сахалина яппунсенчен 1925 çулта хăтарнă. [[1927]] çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче [[Ксенофонтов Павел Васильевич|Ксенофонтов]], [[Артемьев Михаил Константинович|Артемьев]] тата [[Михайлов Семён Михайлович|Михайлов]] ертсе пынипе пăлхавçăсем Анăç-Кангалас тата Тухăç-Кангалас улусĕсен пайĕсене йышăннă. Вĕсем майлă юлашкисем хĕçпăшалне [[1928]] çулхи [[нарăс ,6]] çĕре хунă. Вăтам Азире «[[пăсмачсем]]» [[1932]] çулччен кĕрешнĕ, хăш уйрăм çапăçăвĕсемпе операцисем [[1938]] çулччен те пынă. Финляндири вăрçăна (1939—1940) «шурфинсемпе» кĕрешнĕ «Хĕрлĕ çарăн ирĕкелĕх харçи» тенĕ. Польшăна [[1940]] çулта пайланине те «советсене хирĕç буржуази элеменчĕсемпе» кĕрешни тенĕ, офицерсене, буржуазии çыннипе чиновниксене 1918 çулхи пекех аресленĕ, персе пăрахнă.