Или (юханшыв): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: sv:Ili (flod)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
 
== Тавралăхĕ ==
Юханшыв тăршши 1439 çм, вĕсенчен 815 çм [[Казахстан]] çĕрепе юхать. [[Балхаш (кӳлĕ)|Балхашăн]] анăç пайне юхса кĕрет, кӳлĕн шывне тăварсăрлатать. Кӳлле юхса кĕнĕ тĕлте темиçе юхăма вакланать: [[Жидели]], [[Топар]], нумай пĕчĕк кӳлĕ тата ейӳсем пулса тăраççĕ. Паянкун юханшывăн сылтăм енче шывăн ĕлĕкхи çулĕсем курăнаççĕ, чи пысăкки — [[Шанатас]].
 
Шыв шайĕ сахал пулнипе Или шывпе шăварма йывăр, çавăнпа та 1965—1970 çç. Илийск хули çумĕнче (Алма-Ата — Талдыкорган трасси) юханшыва пӳлсе [[Капчагай шыв управĕ]] туса хунă ([[Алмата]]ран 70 çм), [[Капчагай ГЭСĕ|Капчагай ГЭСне]] туса лартнă. Хулана [[Капчагай]] ята куçарнă.
 
[[XX ĕмĕр]] пуçламăшĕнче анчах юханшывпа Анăç [[Китай|Китая]] çӳренĕ. Паян вара кунта хăрушупа çыхăннă çулçӳревлĕхе кăмăллакансем сулăпа Или тăрăх Балхаша çити ярăнса анаççĕ. [[Или лешъен Алтай]] ту хысакĕнчен Или çине хăйĕн каньонĕпе палăрнă [[Чарăн]] шывĕ юхса кĕрет. Чарăн юхса кĕнĕ тĕлте, Или çыранĕнче хăйăр тăвĕ — [[Юрлакан бархан]] — тата сăрт тăрăх çӳрекенсене илĕртекен [[Тамгалы]] тас (Çырнă чул сăрчĕсем) вырнаçнă. Тамгалы тасăн бронза ĕмĕрĕнчи петроглифĕсене ЮНЕСКО Пур тĕнчери кăнарлăхĕ управне кĕртнĕ. Кунтах саксен Бесшатыр вилтăпри вырăнĕ. Или сылтăм çыранĕнче, Капчагай тинĕсĕнчен турирех Наци çутçантăлăк паркĕ [[Алтын-Эмель]] пур, унта халĕ кулансене, Пржевальский лашисене ĕрчетеççĕ.
 
== Çулçӳрев хаклăхĕ ==
== Каçăсем ==