Кашăк аври курăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Кашăк аври курăкĕ''' – нумай çул ÿсекен упа сарри йышши курăк. Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă курăкс...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

21:35, 1 Чӳк уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Кашăк аври курăкĕ – нумай çул ÿсекен упа сарри йышши курăк. Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă курăксенчен пĕри.

Кашăк аври курăкĕ

Кашăк аври курăкĕ Çĕр(планета) чăмăрĕ çинче, Артикăсăр, пушхирсемсĕр пуçне пур çĕрте те тĕл пулать. Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те пур, вăрмансенче ĕрчет. Ытларах чухăн çĕрсене акшар çĕрсене килĕштерет. Хăш чухне пысăк лаптăксем çинче хунать, унта ытти курăксем ун пек чух ÿсеймеççĕ. Ку курăк хăйĕн кирек хăш пайĕпе те ĕрчет, вĕрман каснă тата хăртнă вырăнсенче хăвăррт сарăлать. Улăхсемпе кĕтÿ çаранĕсенче ĕрчесен пĕтерме йывăр.

Биологи сăнлавĕ

150 сантиметр çÿллĕшне çитĕнет, анчах чылай чухне 30см пуçласа 100 см.-тан иртмест. Тымарĕсем лайăх аталаннă, тĕрлĕ еннелле каякан тĕп тымартан вĕттисем саланаççĕ. Çулçисем ик-виç хут тĕклĕ, хăйне евĕрлĕ шăршă сараççĕ, виçкĕтеслĕх евĕрлĕ курăнаççĕ. Тусанлăхĕсем çулçă хĕррипе вырнаçнă, утăпа çурлара пулса çитеççĕ.

Усă курасси

Кашăк аври курăкне сиплевре усă курма пулать. Тымарĕсем унăн крахмалпа пуян, çилĕм тума аван, сăра вĕретнĕ чуне те усă курма пулать. Сысна йышши чĕрчунсем тымарне юратаççĕ (ытти выльăх валли наркăмăшлă).

Ял çыннисем унăн çулçипе пахчаçимĕçе çĕрĕк ересрен сыхлама усă кураççĕ. Çулçисене çунтарсан удобрени вырăнне усă курма пулать, çавăн пекех супăнь вĕретнĕ, кантăк хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ.