Вермахт: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
 
== Истори ==
Историлле «вермахт» сăмахĕпе нимĕç чĕлхеллĕ çĕршывсенче кирек епле патшалăхăн хĕçпăшаллă çарĕсене палăртнă, хăйĕн хальхи пĕлтерĕшне [[НСДАП]] влаçе кĕрсен илнĕ.
 
[[Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи]] вĕçленнине [[Версаль 1919 çулхи килĕшӳ хучĕ]] çирĕплетет. Çак килĕшӳ йĕркипе Германие пур енлĕ туллă хĕçпашаллă çар тытма хĕстернĕ:çар йышĕ 100 000 çынран ытла пулма пултарайман, çаплах 15 000 тинĕс çар морякĕсем, йывăр артиллери, танк çарĕсене тата сывлăш-çар вăйĕсене тытма чарнă. [[1921]] ç. çак никĕспе [[рейхсвер]] (импери хӳтĕлев вăйĕсем) йĕркеленĕ. [[1921]] çулхи [[пуш, 23]] саккун йĕркипе Германи республикин хĕçпăшаллă вăйĕсем шутне çарпа тинĕс вăйĕсемлĕ рейхсвера кĕртнĕ. ({{lang-de|«Die '''Wehrmacht''' der Deutschen Republik ist die Reichswehr. Sie wird gebildet aus dem Reichsheer und der Reichsmarine ...» }}). Тӳрех тенĕ пекех Германи хастаррăн хăйĕн çар хăватне Версаль чаракĕсене пăсса ӳстерме тытăнать.
 
=== Вермахта туса хуни ===
[[1935]] çулхи [[пуш, 16]] рейхсвера никĕсе хурса Германи хĕçпăшаллă вăйĕсене йĕркелеме пуçлаççĕ, Версальте алă пуснине пăрахăсласа çĕршывра пĕтĕмлĕ [[çар тивĕçлĕх]]не («Вермахт тумалли йĕрке») ĕçе кĕртеççĕ. Çак самантран рейхсвер, рейхсмарине тата ытти кивĕ палăртусем калаçуран тухса ӳкеççĕ. «Вермахт тумалли йĕркепе» дивизисен шутне 36, типĕçĕр çарĕн йышĕ 500 пин çына çитермелле. [[1936]] — [[1944]] çç. «Die Wehrmacht» журнал пичетленет.
 
=== Аслă çарпуçлăхĕ (ВАÇ) ===
 
=== Йышĕ ===
[[1939]] ç. пуçламăшĕ тĕлне 38 дивизирен 12 çар корпусне йĕркеленĕ, общей численностью 582.000 человек. [[Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи]] пуçланиччен Вермахтăн пур йышĕ 3 214 000 çынна çитет, 22.06.1941 — 7 234 000. 1943 ç. Вермахт хĕсметĕнче 11 миллион çын тăрать.
 
1939—1945 çç. Германин хĕçпăшаллă вăйĕсене пурĕпе 21 107 000 çынна чĕннĕ.
 
=== Капитуляци ===
[[1945]] çулхи [[çу, 8|8]] - [[çу, 9]] каçĕнче генерал-фельдмаршал [[Кейтель Вильгельм|Кейтель]], генерал-адмирал [[Фридебург Ганс Георг фон|фон Фридебург]] тата генерал-полковник [[Штумпф Ганс Юрген|Штумпф]] Германи хĕçпăшаллă çарĕсен Аслă çарпуçăлăхĕ енчен капитуляци хутне алă пуснă.
 
Вермахтăн юлашки çар ушкăнĕсене 1945 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне салатса янă.
 
Вермахта [[Германири тĕрĕслев канашĕ]]н [[1946]] çулхи [[çурла, 20]] 34-мĕш № -лĕ саккунĕпе аркатса янă.
 
Вăрçă хыççăн Германие икĕ пая уйăрсан кашни çĕршыв хăйĕн хĕçпăшаллă вăйĕсене тытнă: «[[Халăх çарĕ]]» ([[ГДР]]) тата «Федераллĕ хӳтĕлев вăйĕсем» ([[бундесвер]] — [[ФГР]]).
 
 
 
== Каçăсем ==