Кузнецов Иван Данилович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

07:47, 25 Утӑ уйӑхӗн 2006 вӑхӑтри верси

Кузнецов Иван Данилович, — критик-литературовед. 1906 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ. Профессор, истори ăçлăлăхĕсен тухтăрĕ.

1934 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1970-мĕш çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ

Шупашкар рабфакĕнче, Мускав хĕрлĕ профессура институтĕнче пĕлӳ пухнă. Парти обкомĕн культурăпа пропоганда пайĕн заведующийĕ пулнă. Чăваш кĕнеке издательствин ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.

Чăваш патшалах университетĕн СССР истори кафедрин заведующийĕ, профессорĕ пулнă. НИИ ЯЛИЭнче ăслăлах ĕçченĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Ĕçĕсем

Рабфакра ĕçленĕ чухнех критикăллă статьясем çырма пуçланă. Г. Келипе тупăшса çырнă. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, П. Хусанкай, е Н. Шелепи пултарулăхне тĕрĕс мар хаклакансен йăнăшĕсене тӳрлетсе те çырма тивнĕ. «Чăваш культурипе литературин хăш-пер ыйтăвĕсем» кĕнекере паллă çыравçăсен пултарулăхне тĕплĕ тишкерсе тухнă.

Кĕнекисем:

  • «Национальный вопрос и чувашская литература»
  • «Литература и время»
  • «Правда истории и художественная достоверность»
  • тата ыттисем