Гольфстрим: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
5-мĕш йĕрке:
== Пулса кайни, ăçталла юхни ==
 
Гольфстрим юхăмĕн кун-çулĕнче темиçе ĕç-хĕл вылять. Çавсен шутне атмосферăн циркуляцийĕ тата çурçĕрелле куçнă сĕм хăватланса пыракан [[Кориолис вăйĕ]] те кĕрет. Гольфстримăн тăхăмĕ — [[Флорида юхăмĕ]] — [[экватор]]тан [[Мексика кӳлмекĕ|Мексика кӳлмекне]] [[Куба|Кубăпа]] [[Юкатан]] хушшинчи тинĕс пырĕпе шуçса пырать. Сехет санисăни шунă евĕр, Флорида юхăмĕ тата Кубăпа [[Флорида]] хушшинчи татах хĕсĕртерех тинĕс пырĕпе Атлантика океанне кĕрет.
 
Мексика кӳлмекĕнче ăшă шывпа тулнă Флорида юхăмĕ [[Пахам утравĕсем]] патĕнче [[Антиль юхăмĕ]]пе пĕрлешĕнет те Гольфстрим ятне кĕрет, малалла çăтă ярăмлăн [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăн]] çыранĕпе юнашар юхать. [[Çурçĕр Каролина]] тĕлĕнче Гольфстрим материкран уçăмлă океана тарать. Тепĕртак 1500 çухрăмран вăл сивĕ [[Лабрадор юхăмĕ]]пе тĕл пулать, çавна пула тухăçалла, [[Европа]] еннелле тайăлать. Тухăçалла ăна Кориолис вăйĕ хăвалать. Европа çулĕнче пăсланнипе, сивĕннипе тата уйрăлса каякан юхăмĕсене пула Гольфстрим чылай хăватне çухатать, çапах та вăл ватă Европăна самаях çемçе çанталăк парнелет. Мăн Ньюфаундленд банкинчен иртсен Гольфстримăн çурçĕр-тухăç малашлăхне [[Çурçĕр-Атлантика юхăмĕ]] теççĕ.