Эльба (юханшыв): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Эльба (юханшыв),(Ламба)''' – Çурçĕр тинĕсне юхса кĕрекен юханшыв, Чехирен пуçлана...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

07:11, 21 Авӑн уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Эльба (юханшыв),(Ламба)Çурçĕр тинĕсне юхса кĕрекен юханшыв, Чехирен пуçланать, ытларах нимĕç çĕрĕсем тăрăх юхать. Эльбăра нумай вăхăт хушши шыв таса мар пирки шыва кĕме те чарнă. Анчах та юлашки вăхăтра ăна тасатмалли программа аван ĕçлени палăрма пуçланă. Эльба шывĕ час-часах хăй чиккисенчен тухать. Юлашки вăхăтра ку 2002 çулта пулнă. Дрезден хули патĕнче шыв 9,40 метр хăпарнă.

Эльба çинчи хуласем

Ламба çинчи Усти, Ламба çинчи Руднице, Пардубице, Пирна, Майсен, Дрезден, Виттенберг, Дессау, Магдебург, Гамбург, Куксафен

Этимологийĕ

Чăвашла куçарсан юханшыв тенине пĕлтерет.

Истории

Эльба яланах Европа географийĕнче чи паллă чикĕ шутланнă. Римлянсем ун урлă пĕр хутчен каçма пăхнă, анчах та Тевтобург вăрманĕ патĕнче (пирĕн ĕмĕрчченхи 9-мĕш çул) çапăçура çĕнтереймен. Вăтам ĕмĕрсенче Аслă Карл империйĕн тухăç чикки шăпах çак шыв тăрăх иртнĕ. 1945 çулта Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Виççĕмĕш рейх çарĕсене çак юханшыв хĕрринче Совет тата Союзник çарĕсем хупăрласа илнĕ, нимĕç çарĕсене аркатса Эльба çинче тĕл пулнă. Ку вăрçă хыççăн Тухăç тата Анăç Германисем хушшинчи чикĕ Эльба тăрăх иртнĕ.

Каçăсем