Пăрăнтăк: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Tamias-rufus-001.jpg|thumb|280px|Пăрăнтăк]]
'''Пăрăнтăк''' йывăрăшĕ çĕр [[грамм]] таран пулать, хÿри кĕлеткинчен кăшт кăна кĕскерех. Пакшана [[ас]]а илтерет, анчах унпа танлаштарсан унăн [[çурмçурăм]]ĕ çинче хура [[йăрăм]]сем пур.
Пăрăнтăк пирĕн республикăра сайра тĕл пулакан чĕрчун. Ăна [[Атăл]]ăн сулахай [[çыран]]ĕнче кăна курма пулать. [[Йывăç]] çинче хăйне аван туять пулин те, пăрăнтăк вăхăтне ытларах çĕр çинче ирттерет. Йăвине те, çĕр çинчех, ÿкнĕ йывăç айне [[Çĕр (пĕлтерĕшĕсем)|çĕр]] чавса тума тăрăшать. Йăвинчи çулсен тăршшĕ 2-3 [[метр]]а çитет. Унта ялан тенĕ пекех икĕ пÿлĕм: пĕринче - апат запасĕ, тепринче - çывăрмалли вырăн. Апат çиме пăрăнтăк йăвинчен [[кăнтăрла]] кăна тухать. [[Каç]]хине йăвинче выртать. [[Хĕл]]лехи вăхăтра пăрăнтăк - тутлă [[ыйхă]]ра. [[Ака]] уйăхĕнче вăранса тухать те [[юпа]] уйăхĕнче [[хĕл]] каçма выртать. Çурисем 5 таран пулаççĕ, 3-4 [[уйăх]]ран хăйсем тĕллĕн пурнăма тытăнаççĕ.