Меланези: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: sm:Melanisia
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
15-мĕш йĕрке:
* [[Лоялти]]
 
== Меланезири патшалăхсем ==
[[Соломон Утравĕсем]]. Тĕп хули — [[Хониара]] ([[Гвадалканал]] утрав çинче, 30,5 пин çын [[1985]]). Тăсăлăвĕ − 1550 çм. Лаптăкĕ — 29,8 пин тв.çм. Çӳллĕ вырăнĕ — [[Попомансо]] (2331 м) хули. Халăх йышĕ — 286 пин çын ([[1985]]). Официаллă чĕлхи — [[акăлчан чĕлхи]], [[пиджин]] тата вырăнти чĕлхесемпе калаçаççĕ. Уявсем — утă, 7 — Пăхăнманлăх кунĕ. Утравсем çинче [[Çĕнĕ Гвиней]]рен куçса килнĕ çынсем пурăнаççĕ. Эспорт шутĕнче: копра, пулă, йывăç, какао пăрçи, пальма çăвĕ. Утравсене [[1568]] çулта [[Альваро Менданья де Нейра|Менданья де Нейра]], çурçĕр пайне — [[1768]] çулта [[Луи Антуан де Бугенвиль]] уçнă. [[1885]] çултанпа утравсем çинче кĕске вăхăт [[Германи]] хуçаланать, [[1893]] çулта утравсене ([[Бугенвиль (утрав)|Бугенвильпе]] [[Бук]]сăр пуçне) [[Аслă Британи]] ярса илет. Çак утравсем [[Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи]] хыççăн [[Австрали]] енне куçаççĕ. [[1978]] г. [[Соломон утравĕсем]] ирĕклĕхе тухаççĕ.
 
[[Вануату]] республики —[[Çĕнĕ Гебрид]] архипелагĕ, пурĕ 80 утрав. Çӳллĕ вырăнĕ — 1879 м, [[Эспириту-Санто]] утравĕ çинче. Халăх йышĕ — 185 пин çын ([[1998]]). Тĕп хули — [[Порт-Вила]] (халăх йышĕ − 24 пин çул). Официаллă чĕлхесем — [[бислама]], [[акăлчан чĕлхи]], [[франци чĕлхи]]. Тĕнĕ — [[протестант тĕнĕ]]. Çак утравсене пĕрремĕш Европа çынни [[П. де Кирос]] пулнă. Ячĕсене [[Кук]] XVIII ĕмĕрте панă. [[1887]] çултанпа — [[Франци]]пе [[Аслă Британи]]н пĕрлĕ пăхăнăвĕнче. [[1980]] çултанпа никама пăхăнман республика.
 
[[Фиджи]] — пĕр ятлă утравсем çинче вырнаçнă патшалăх. Икĕ пысăк утрав — [[Вити-Леву]] тата [[Вануа-Леву]], 300 яхăн вак утрав. Халăх йышĕ — 715 пин çын ([[1987]]). Тĕп хули — [[Сува]] (75 пин çын). Официаллă чĕлхи — [[акăлчан чĕлхи]]. Утравсене [[Абель Тасман]] [[1643]] çулта тупса уçнă. Çӳллĕ тăрри — [[Томаниви]] (1323 м). [[1970]] çулта [[Фиджи]] ирĕклĕхе çĕнсе илет пулин те, çапах та [[Британи Пĕрлешĕвĕ|Британи Пĕрлешĕвĕнчех]] шутланнă. [[1987]] çулта остава [[Британи Пĕрлешĕвĕ]]нчен тухать. Уявĕсем — юпа, 10 — Пăхăнманлăх кунĕ. Экспорт шутĕнче — сахăр, копра, ылтăн, йывăç, пулă, тумтир. Курма илем вырăнĕсем — [[Сува]]ри Фиджи музейĕ, этнографипе археологи ĕçĕсемпе паллаштарать.
 
[[Çĕнĕ Каледони]] — [[Францин тинĕсри çĕрĕсем|Францин «тинĕсри территорийĕ»]], [[Çĕнĕ Каледони|Ç. Каледони утравĕсĕр]] пуçне пĕчĕк утравсен ушкăнĕ кĕрет. Утравсене [[1774]] çулта уçса тĕпченĕ. Çӳллĕ тăрри — [[Панье]] (1628 м). Халăх йышĕ — 145 пин çын. ([[1985]]). Адм. тĕпĕ — [[Нумеа]]. Этноссем — [[меланезисем]] (канаксем) тата [[француссем]]. Официаллă чĕлхе — [[франци чĕлхи]], хутăшлисем те саралнă. Тĕнĕсем — [[католици тĕнĕ]], [[протестант тĕнĕ]]. Хуçалăх ĕç енĕпе — ту ĕç промăçлăхĕ (никкĕле, кобальта тата хрома тупăçлаççĕ). 95 % наци тухăçĕ никкĕльпе никкĕль тăпри экспортĕнчен килет.
 
Асăрхаттарни: хутăш чĕлхесем — [[пиджин|пиджин-инглиш]], [[бич-ла-мар]], [[ток-писин]] ([[Папуа Çĕнĕ Гвиней|Папуа Ç. Гвинейĕн патшалăх чĕлхи]]) тата урăххисем — [[акăлчан чĕлхи|акăлчан]], [[испан чĕлхи|испан]], [[франци чĕлхи|франци]] сăмахĕсенчен, е акăлчан (е урăх чĕлхен) лексикинчен пуçтарăнса тăрать, тĕпĕнче меланези граматики пулать.
 
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Меланезийсем]]