Юханшыв хăнтăрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: thumb|left|Юханшыв хăнтăрĕ '''Хăнтăр''' - кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки. Вăл лÿппер к...
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Biber 2 db.jpg|thumb|left290px|Юханшыв хăнтăрĕ]]
'''Хăнтăр''' - кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки. Вăл [[лÿппер]] курăнать. Утнă чухне [[хырăм]]ĕ çĕре перĕнет. [[Шыв]]а кĕрес умĕн хăнтăр [[хăлха шăтăкĕ]]сене питĕрет. [[Каскăч шăл]]ĕсем питĕ лайăх аталаннă, çăварĕчен тухса тăраççĕ.
Вăл ÿсентăранпа тăранать. Чи юратнă апачĕ - [[ăвăс]], [[йăмра]], [[çирĕк]], [[тирек]] йывăççисен хупписем. Вĕсене çиме хăнтăрсем [[каç]]хине йăвисенче тухаççĕ. Çинçе [[туна]]ллă [[йывăç]]сене пĕрре çыртсах татать. Ытларах чухне 10-14 [[сантиметр]] [[диаметр]]лă çамрăк йывăçсене касса ÿкерет. Кайран сыппа пайласа йăви çывăхнелле сĕтĕрет. [[Çыран]] лутра чухне хăнтăрсем "[[пÿрт]]" тăваççĕ. Ăна çÿллĕ те типĕ вырăна лартаççĕ. Вăл [[конус]] евĕрлĕ. Сарлакăшĕ 5 [[метр]] таран, çÿллĕшĕ 1,5 метр таран пулать. «Пÿртне" хăнтăрсем [[йывăç туратти]]сенчен купаласа тăваççĕ, [[юшкăн]]па тата [[пылчăк]]па çирĕплетеççĕ. Вăл «пÿрте» вара [[упа]] та çĕмĕрсе кĕреймест. Хăнтăрсем хăйсен "пÿртне" [[çĕр]] айĕнчен кĕрсе çÿреççĕ. Пурăнасса хăнтăрсем 30 [[çул]] таран пурăнма пултараççĕ. Çурисем амăшĕнчен çуралсан икĕ çултан кăна уйрăлаççĕ. Хăнтăрсене [[кашкăр]]сем, [[çÿлевĕç]]сем тапăнма пултараççĕ. Пирĕн республикăра хăнтăрсем 1951 çултан пуçласа ĕрчеме тытăннă. Вĕсен йышĕ хальхи [[вăхăт]]ра 1 пинтен ытларах шутланать.