Вутхӳре: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Вут хӳре''' - çерçирен кăшт пĕчĕк кайăк. Лăсăллă вăрмансенче кăна пурăнмасть, этем пурăнакан выр...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

08:06, 16 Ҫурла уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

Вут хӳре - çерçирен кăшт пĕчĕк кайăк. Лăсăллă вăрмансенче кăна пурăнмасть, этем пурăнакан вырăнсене те килĕштерет. Çăмартисем (6-7) кăвак тĕслĕ. Ами пусра 13-14 талăк ларать. Апатланма час-часах вĕçсе тухать. Таврăнсан çăмартисене çавăрать. Аçи йăвинчен аякка каймасть, ами апатран 15 минутра таврăнмасан, пусса ларать. Ами çу каçа икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Хурт-кăпашанкăсăр пуçне çырла та çиет. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Африкăпа Аваринчен вĕçсе килет, каялла çурла уйăхĕн вĕçĕнче кайма пуçлать. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк.