Тутарстан гербĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: Тутар Республикин гербĕ флаг тĕсĕсенчен тăрать, унăн форми çаврака. Çаврашка варринче çунатлă ...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

11:00, 26 Ҫу уйӑхӗн 2008 вӑхӑтри верси

         Тутар Республикин гербĕ флаг тĕсĕсенчен тăрать, унăн форми çаврака. Çаврашка варринче  çунатлă барс. Ĕлĕкрен ку барса «божество плодородия, покровитель детей» тенĕ.Барсăн суллахай аякĕ çинче çаврака щит. Çак щит  Тутар Республикин халăхне упрать теççĕ. Герб çинчи хĕвел хĕрлĕ тĕслĕ. Вăл ырăлăха, ăнаçлăха, телее, пурнăçа пĕлтерет. Барс тата унăн çунаттисем шурă, çаврашкки симĕс, щит  йĕрĕ тата «Татарстан» тесе çырни ылтăн тĕслĕ. Щит çинчи астра çулçисем вăрăм ĕмĕре, пурнăçа пĕлтереççĕ. Барс сылтăм урине çĕклесе тăрать.Ку вăл пуçлăхсен пултарулăхне тата çĕнĕлĕхсем патне утнине пĕлтерет. Çивĕч шăлĕсемпе чĕрнисем тата çунаттисем барс хăйне тата ТР халăхне çĕр çинче те сывлăшра та хӳтĕлеме пултарнине палăртать тенĕ. Çӳлелле çĕкленнĕ хӳре барсăн кăмăлĕ лайăххине кăтартать. Симĕс çаврашка çинчи тутарсен паллă ӳсен-тăранĕ тата тюльпан çурхи çанталăк чĕрĕлнине тата Тутар республики чечекленнине ăнлантарать.Герб çинчи тĕссем çакна пĕлтереççĕ: ылтăн тĕс-илемлĕх,Тутар Республикин пуянлăхĕ; симĕс тĕс-çуркуннехи илем;  шурă-халăх шухăш-кăмăлĕн тасалăхĕ; хĕрлĕ- вăй, пурнăç, ăс-тăн. ТР гербĕ пĕтĕмĕшле çакна ăнлантарать: ырăлăх, тĕрĕслĕх, халăхсем хушшинчи туслăх, тату, тăнăçлăх тата аталану.