Капкăн (журнал): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
6-мĕш йĕрке:
Редакторсем тăтăшах улшăннă. Анчах та журналăн яваплă секретарĕ [[Иван Мучи]] (Иван Иванович Илларионов) [[1925]]-[[1940]] çулсенче «Капкăн» тилхепине хăй аллинчен пĕр самантлăха та вĕçертмен.
 
Нимери пекех тар тăкнă журнал авторĕсем: [[Евдокимов Николай Евдокимович|Н. Евдокимов]], [[Калай МихаиоМихаил Николаевич|М. Калай]], [[Туртуш Вениамин Иванович|В. Туртуш]], [[Этмен Алексей Петрович|А. Этмен]]... Вĕсем ял-хулара тĕл пулакан çитменлĕхсене вĕри çатма çинче ташласа сикекен пăрçа пекех сăнласа панă. Тăван çĕршыва ӳсĕм çулĕпе утма, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшассишĕн кĕрешнĕ.
 
Вăрçă хыççăн «Капкăн» журнала çĕнĕрен кăларма [[1956]] çулта тин мехел çитереççĕ. Кулăш ăстисем тинех ирĕклĕн сывласа яраççĕ. [[Агаков Леонид Яковлевич|Л. Агаков]], [[Стихван Шавли|С. Шавли]], [[Кăлкан Александр Дмитриевич|А. Кăлкан]], [[Иванов-Таçук Трофин Иванович|Т. Иванов-Таçук]], [[Енĕш Виталий Григорьевич|В. Енĕш]], [[Галкин Александр Алексеевич|А. Галкин]], [[Петĕр Ялкир|П. Ялкир]], [[Абаш Степан Павлович|С. Абаш]], [[Никитин Николай Никитич|Н. Никитин]], [[Волков Никита Михайлович|Н. Волков]] тата ыттисем те çĕнелнĕ «Капкăнăн» çывăх тусĕсем пулса тăраççĕ.
14-мĕш йĕрке:
[[В.Яковлев-Тоймак]] журналист «Капкăн» журнала [[1961]]-[[1972]] çулсенче редакцилесе кăларса тăнă.
 
Ун хыççăн «Капкăн» журнал редакторĕнче [[Луч Григорий Васильевич|Г. Лучпа]] [[МаксимоыМаксимов Николай Николаевич|Н. Максимов]], [[Иванов Николай Иванович (çыравçă)|Н. Иванов]], [[Ю. Михайлов]], [[Патмар Эдисон Иванович|Э. Патмар]] ĕçленĕ. Халĕ редактор ĕçĕсене [[Н. Краснов]] туса пырать.
 
==Тиражĕ==