Топинамбур: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
11-мĕш йĕрке:
 
== Усăллăхĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Gewaschene-Topinambur-Knollen.jpg|thumb|left|150px|Топинамбур улмисем]]Халăх медицининче вара тĕрлĕ чирсенчен сиплеме усă кураççĕ топинамбура: анеми, диабет, гастрит, ӳт тата чĕре чирĕсенчен, тăвар пухăннинчен. Китайра тухтăрсем паян кун та сив чирĕнчен, энтеритран, варвиттирен, çӳхе пыршăсен лăймакаллă сийĕ шыçсан унпа сиплеççĕ. Шăмă хуçăлсан ӳсен-тăранăн симĕс çулçисемпе тунисене вĕтетсе суран çине хурса çыхаççĕ.
 
Топинамбурта В тата С витаминсем, тимĕр тăварĕсем, [[кальци]], [[натри]], магни, кремни, фосфор, цинк, марганец, хром, пăхăр тата ӳсен-тăран инсулинĕ пур. Çавăнпа çĕр грушине юн пусăмĕ ӳссен те, чĕрепе юн тымарĕсен системи хавшасан та, юн çаврăнăшĕ пăсăлсан та, нерв системине çирĕплетеме те усă кураççĕ.