Открыть главное меню

Изменения

1870 байт добавлено, 11 лет назад
Нет описания правки
 
Вольфрамăн çĕр айĕнчи управĕсене [[Боливи]]ре, [[Китай]]ра (тĕнчери 75% вольфрама тупăçлать), [[Португали]]ре, [[Раççей]]ре, [[АПШ]]ра тата [[Кăнтăр Корей]]ра тупнă.
 
Вольфрама тăпраллă концентратсенчен WO<sub>3</sub> триоксида уйăрса кăлараççĕ, хыççăн металлă çăнăха çитиччен [[водород]]па 700°C температурăра [[çĕнетӳ (хими)|çĕнетеççĕ]]. Вольфрамăн шăрану температури çӳллĕ пирки [[çăнăхлă металлурги]] меслечĕпе усă кураççĕ: тупăшланă çăнăха пăчăртаççĕ, атмосферăра [[водород]]па 1200 — 1300°C температурипе пĕçертеççĕ, кайран ун витĕр [[электрический ток]] яраççĕ. Металла 3000°C тарин ăшăтаççĕ, çакăн чух монолитлă материал пиçет. Малашнехи тасатупа монокристалл хормиллĕ [[зонăллă шăрану]] мелĕпе тăваççĕ.
 
== Физика пахалăхĕсем ==
 
== Усă курни ==
Тĕп усă курмалли — металлургире йывăр шăранакан материалсенче. Шăрантару енчен питĕ хивре, яланхиллĕ чухне хими енчен çирĕп.
 
===Металлă вольфрам ===
* Мăран шăранăвне тата çемçелĕхне пула вольфрамран çутă хатĕрĕсенчи (приборĕсенчи) хĕртӳллĕ çипĕсене тăваççĕ, çаплах [[кинескоп]]ра тата вакуумлă урăх кĕпçесенче те усă кураççĕ.
 
=== Ытти çĕрте усă курни ===
Искусствăллă [[радионуклид]]а <sup>185</sup>W япаласене тĕпченĕ чух радиохастар тĕлли вырăнĕнче усă кураççĕ.
 
== Изотопĕсем ==
 
Çутçанталăкри вольфрамăн пилĕк [[изотоп]]ĕ (<sup>180</sup>W, <sup>182</sup>W, <sup>183</sup>W, <sup>184</sup>W и <sup>186</sup>W). Искусствăллă 27 [[радионуклид]]не хĕртсе кăларнă. [[2003]] çулта çутçанталăкри вольфрамăн çав тери хавшак [[радиохастарлăх]]не тĕпчесе уçнă (пĕр грамм шутне çулта икĕ аркану çеç), [[альфа-аркану|α-хастарлăхпа]] çыхăннă <sup>180</sup>W, унăн [[çурма аркану тапхăрĕ]] 1,8×10<sup>18</sup> çул.
 
=== Вольфрам пасарĕ ===
99% таса металлă вольфрам штабикĕсем 2006 çулта пĕр килограмм вăтамран 45—50 [[АПШ долларĕ]]пе хакланă.
 
== Биологири ĕç вырăнĕ ==
Вольфрамăн биологиллĕ пахи çук. Волфрам тусанĕ ӳпкесене, кăкăра тата пыра лексен ĕсĕклентерет.
 
== Каçăсем ==