Вăрмар районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
==Çутçанталăкě==
 
Вăрмар районĕ [[Чăваш плато]]йĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан [[акшар]] çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, [[Шăхаль]] çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Шоркистры упранăвĕ Шоркистры чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа [[Канаш]] кирпĕч завочĕн Шоркистры цехĕ усă курать. [[Кавал]] салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.
 
Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: [[Кĕтне (юханшыв)|Кĕтне]] тата [[Енĕш (юханшыв)|Енĕш]], пĕчĕкреххисем: [[Пăла (юханшыв)|Пăла]], [[Ара (юханшыв)|Ара]]. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче [[тилĕ]]сем, [[мулкач]]сем, [[кашкăр]]сем, [[хир сысни]]сем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).