Тоскана: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот добавил: fy:Toskane
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
24-мĕш йĕрке:
== Истори ==
=== Апеннин культури тата Виллан культури ===
Регионăн этруссен мал историйĕ çав тапхăрти Грецирипе пĕр евĕрлех. Тоскана облаçĕнче [[пирĕн эрăччен 2 пинçуллăх]] варринче (пирĕн эрăччен 1350—1150) çулсенче [[Апеннин культури]]ллĕ [[Эгей тинĕсĕ]] таврашĕнчи миной цивилизацийĕпе сутă-илӳ тунă халăх пурăннă. [[Виллан культури]] аталанса пынă (пирĕн эрăччен 1100—800 ç.ç.), анчах та вăл [[Этрускăсем|этруссен цивилизацийĕ]] айне пулнă е сĕмне куçнă.
 
=== Этруссен тапхăрĕ ===
[[Этруссем]]çурçĕр Итали çĕрĕн пĕрремĕш пысăк цивилизацине туса хураççĕ. Вĕсем [[транспор]]т тытăмлăхне (инфраструктурине) йĕркелеççĕ, çĕр ĕçĕпе [[ту ĕçĕ|ту ĕçне]] аталантарса яраççĕ, ӳнерлĕхĕн ялкăм ĕçĕсене шăратаççĕ. Ăслăхçăсем халĕ те этруссем çак çĕрсенче историллĕ тапхăртан маларах та пурăннă-ши е кунта вĕсен аслашшĕсем урăх çĕр-шывран килсе тухнине пĕлеймеççĕ-ха. Цивилизаци [[Арно]] тата [[Тибр]] шывĕсем хушшинче [[пирĕн эрăччен VII ĕмĕр]]тен тĕрекленсе пынă, [[пирĕн эрăччен VI ĕмĕр]]те чапа тухнă, малаш вăхăтнелле хăйĕн мăнаçĕпе çĕрĕсене рим çыннисене пирĕн эрăччен III ĕмĕрте парнелесе хăварнă. Римсем вĕсен тĕнчелĕхне аркатмасăрах хăйсен ăшлăхне чиксе пĕрпеклетсе йышăннă.
 
=== Чĕрĕлӳ ===
Тосканăра итали [[Чĕрĕлӳ|Чĕрĕлĕвĕ]] çуралать, унăн ӳнерлĕ кăнарлăхĕ шутне архитектура, ӳнер çыру тата скульптура, пĕтĕм регионăн музейĕсем, вĕсенчен чи чаплисе — ''[[Уффицци]]'' тата Флоренцири ''[[Барджелло Музей]]ĕ''. Тоскана [[Леонардо Да Винчи]], [[Буонарроти Микеланджело|Микеланджело]] тата [[Данте Алигьери]] (''[[итали чĕлхи]]н'' ашшĕ) тăван çĕрĕ пулать.
 
== Хуçалăхĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Castiglioncello2.jpg|300px|thumb|[[Кастильончелло]]]]
Тоскана хăйĕн чапа çĕнсе илнĕ [[эрех]]ĕсемпе (чи илĕртӳллисем — ''Кианти'', ''Мореллино Ди Скансано'' тата ''Брунелло Ди Монтальчино'') палăрса тăрать, кусемсĕр пуçсăр тепĕр 120 çутçанталăк управĕ хатĕр кĕтеççĕ кăмăл çынсене.

Ял хуçалăхăн ытти отраçлисем: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (Кианти-Айлăмĕнче) тата олива çуне юхтарса кăларасси, уйрăмах [[Лукка]] сăрчĕсенче.
 
Промăçлă мотоциклĕсене, мотороллерсене тата самолётсене пуçтараççĕ; [[Прато]] текстиль округĕ шутланать, [[Ливорно|Ливорнăра]] нефтехими объекчĕсем тата [[Пьомбино|Пьомбинăра]] хурçă-тимĕр завочĕсем ĕçлеççĕ.
 
Турисăм «''Ӳнерлĕх Хулисем''» ([[Флоренци]], [[Пиза]], [[Лукка]], [[Сиена]], [[Сан Джиминьяно]]) тата тинĕс хĕрринче тата утравсем ([[Эльба (утрав)|Эльба]]) çинче сарăлнă.
 
[[Апуан Альписем|Апуан Альписенче]] ([[Каррара]]) [[мрамор]]а тупăçлаççĕ.
 
[[Категори:Тоскана]]