Шумер: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
2-мĕш йĕрке:
 
== Чĕлхе ==
[[Шумер чĕлхи]]н тытăмĕ агглютинативлă.
 
== Çырулăхĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Cuneiform tablet - Kirkor Minassian collection - Library of Congress.jpg|thumbnail|right|Савăл çыруллĕ татăк]]
 
Авалхи паллă çырулăх йĕрки — шумер çырулăхĕ, аталаннă çем [[савăл çырулăхĕ]] пулса тăрать. Савăл çырулăхĕ — çыру йĕрки, хăмăш патакĕпе (стилпа) нӳрлĕ тăм таблици çине паллăсем лартаççĕ. Савăл çырулăхĕ [[Икшывхушши]]нче сарăлнă, пирĕн эрăччен I ĕмĕрчен Çывăх Тухăçри авалхи патшалăхсен тĕп çырулăхĕ пулать.
 
== Шумерсем ==
 
'''Шумерсем''' — Кăнтăр Икшывхушши çĕрĕнче (хальхи [[Ирак]]ăн [[Евфрат]]па [[Тигр (юханшыв)|Тигр]] хушшинче) этемлĕх историйĕн шурăмпуç тапхăрĕнче пурăннă [[халăх]].
 
Шумерсем хайланисем: [[савăл çырулăхĕ]], урапа, савăт çаври, (пиçтернĕ) кирпĕч, уй-хир шăварăвĕн йĕрки.
 
== Истори ==
 
Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Кăнтăр [[Месопотами]]не шумерсем килсе вырнаçнă. Каярах хутсенче çак халăх хăйне «хурăпуçлисем» (шумер. «санг-нгига», аккад. «цальмат-каккади») тенине çырнă.
 
== Культура ==
 
== Литература ==
 
Шумер литературин паллă пултару ĕçĕ — «[[Гильгамеш кăссайĕ]]» — шумер халапĕсен пуххи, ăна каярах [[аккад чĕлхи]]не куçараççĕ. Çак эпосăн çырăвĕсене [[Ашшурбанапал]] патшан пайпăлĕнче тупнă. Юмахра Уракăн чаплă патши Гильгамеш, унăн тискер тусĕ Энкиду çинчен тата вилĕмсĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕ пирки те çырнă. Эпосăн пĕр пуçĕнче, этемлĕхе тĕнчене шыв путамĕнчен çăлнă [[Утнапиштим]] çинчен çырнă, çакă ĕнтĕ çав тери пайпăл кĕнекинчи Ной Ковчегне ас илтерет. Çак сюжет ĕнтĕ [[Кивĕ Халал]]а кĕрет. Çаплах шумер-аккадсен «[[Энума элиш]]» космогони эпосне асăнмалла.
 
== Вуламалли ==
 
* [[Егоров Геннадий Петрович|Г. П. Кеннаман]], "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", [[Шупашкар]], [[2005]].
* [[Егоров Геннадий Петрович|Мăн Кенна]], "Скифы", [[Çĕрпӳ]], [[2001]].