Термен Лев Сергеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот добавил: simple:Léon Theremin
3-мĕш йĕрке:
== Кунçулĕ ==
 
[[1927]] — [[1938]] çулсенче Термен [[АПШ]]-ра совет разведкин [[резидент|резиденчĕ]] пулса официаллă сутă-илӳ енĕпе ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Синг-Синг тата Алькатрас тĕрмисем валли вăл сигнализациленĕ хӳтĕлев туса панă. Каярахпа Термена Мускава чĕнсе илнĕ те репрессиленĕ: 10 çул хушши вăл [[Туполев Андрей Николаевич|Туполев]] конструктор бюровĕнче [[шарашка|шарашкăра]] ĕçленĕ. Чаплă конструкторпа Лев Сергеевич [[Гулаг]]ра тĕлпулнă — Термен ун чухне Туполевăн бригадирĕ пулнă.
[[Нью-Йорк]]ра пурăннă чух [[Альберт Эйнштейн]]па паллă пулнă. Паллă физик Термен патне хваттере кĕнĕ пулнă. Термен каласа кăтартнă тăрăх, Эйнштейн пĕрмаях [[сĕрме купăс]]па аппаланатчĕ тет, вара йăлăхтарса çитерчĕ те кăларса ямалла пулчĕ тет.
Революци тапхăрĕсенче [[Ленин Владимир Ильич|Ленинпа]] туслă пулнă (Лев Сергеевич асăннă май, большевиксем хаваслăрах пурăннă, çавăнпа вĕсем патне кайнă пулнă. Вăл политикăна хутшăнман, техникăпа тăрмашма юратнă), анчах та партине кĕмен. Владимир Ильича вăл кĕрепех тесе шантарнă, вара [[1991]] çулта тин панă сăмаха пурнăçлама тӳр килнĕ. Çав çулах ĕнтĕ КПСС та, [[СССР]] та арканса кайнă.