Арча кун-çулĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
13-мĕш йĕрке:
Хальхи Тутарстана кĕрекен Кушлавăш ялĕнче тутарсен паллă сăвăçĕ [[Габдулла Тукай]] çуралса ӳснĕ. Çавăнпа та ăна "чăваш ялĕнче çуралнă" теççĕ.
 
Кушлавăш та, Чура та, Шăхаль те, Ямпах тата ыттисем те чăваш ялĕсем пулнă-çке!.. Тутар-монголсем киличчен çеç мар, кайран та, Хусана вырăссем илсен те... Ку ялсем пурте Арча таврашĕнче. [[XVII ĕмĕр|XVII]] - [[XVIII ĕмĕр]]сенче те унти халăх хăйне чăваш тенĕ. Хусантан Арча хулине каякан аслă çула сĕм авалтан [[Чăваш тăрăхĕ]] (Чувашская даруга) тенĕ. Акă [[Н.Спасский]] хăйĕн "Очерки по родиноведению" кĕнекинче çырать: <blockquote>«''При царе Иоанне IV московские ратные люди ходили на Казань в [[1545]], [[1547]], [[1548]], [[1550]], [[1552]] годах, при чем в [[1550]] году был основан при Устье Свияги город [[Свияжск]]. Тогда горные черемисы и чуваши передались России и получили от государя золотую грамоту, льготы в уплате ясака, а инородческие послы были щедро награждены. Скоро и другие инородцы потребовали от Казани подчинение России. Так, арские чуваши (Арча чăвашĕсем) с оружием явились на ханский двор и стали требовать, чтобы хан покорился Москве''».</blockquote>
 
[[XVI ĕмĕр]]те «Царственная книга» текен хайлав-чăнлавра çакна татах çирĕплетнĕ: <blockquote>«''В Арске жили Чуваши''»,</blockquote> — тенĕ унăн 175-мĕш страницинче. Çак çамахсене [[XIX ĕмĕр]]те Хусанта пурăннă вырăс тĕпчевçи [[Карл Фукс]] хăйĕн «Казанские татары» кĕнекинче питĕ курăмлă çырать.
 
[[XIX ĕмĕр]]те çеç унти чăвашсем ислам тĕнне йышăнса тутарланма тытăннă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче ку таврара туп-тулли чăваш ялĕсем пулнине вырăссен паллă хĕрарăм çыравçи [[Софья Чичерина]] та хăйĕн «У приволжских инородцев» кĕнекинче кăтартать. Вăл хăй куçепе тутарланса пыракан чăваш ялĕсене курнă. Çирĕм çӳл каялла чăваш ялĕ пулнă вырана пырать те унта тутарсем пурăннине курать. Ваттисем те, çамрăксем те чăвашла пĕлмеççĕ, хăйсене чăнласах тутар теççĕ. <blockquote>«Эсир тутар мар, эсир чăваш-çке-ха!»</blockquote> — тесен, ваттисем: <blockquote>«Çук, эпир ĕлĕк хура тĕнпе пурăннă, халĕ çутă тĕне тухрăмăр!»</blockquote> — теççĕ.
 
<blockquote>«Çутă тĕнпе пурăнакан — тутар. Çутă тĕн чĕлхи — [[тутар чĕлхи]]. Çавăнпа [[чăваш чĕлхи]]не манмалла иккен. Акă мĕн патне илсе пынă ислам тĕнне тухни çӳллĕ культурăлли пăлхар-чăваш халăхне!..»,</blockquote> — çырать чăвашсен паллă çыравçи-тĕпчевçи [[Юхма Мишши]].
 
[[Тутарстанăн Арча районĕ|Арча районĕнче]] халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта [[Вăрăмçырма]], [[Хураçырма]] ялĕсем пур. Вĕсенче «[[тутарсем]]» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн те мар.
 
Арча хули те йăлтах тутарланса кайнă. Ячĕ çеç авалхи пăлхарсен никĕсĕ пулнине тĕнчене пĕлтерет.
 
== Вуламалли ==
* [[Н.Спасский]], "Очерки по родиноведению".
* [[Софья Чичерина]], «У приволжских инородцев».
* [[Карл Фукс]], «Казанские татары».
* [[Юхма Мишши]], «Авалхи чăвашсем, [[Шупашкар]], [[1996]].
 
[[Категори:Арча]]