Симунов Николай Васильевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Симунов Николай Васильевич''', — [[чăвашсем|чăваш]] [[çыравçă|çыравçи]]. [[1937]] çулхи [[авăн, 27|авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче]] Тутарстанри [[Хирти Кушкă]]ра çуралнă. [[1997]] çулхи [[юпа, 6|юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче]] унăн чунĕ ĕмĕрлĕхех [[Тăхăрьял]]та канлĕх тупнă.
 
[[1989]] çултанпа СССР ÇП членĕ.
 
==Кун-çулĕ==
Ачалăхĕ тăван ялта иртнĕ. Çыравçăн ашшĕ Василий Васильевич (1907-1941) вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Симун Любунĕ пилĕк ачана выçлăхпа тертлĕ пурнăçа пăхмасăр ура çине тăратма хал çитернĕ. Çамрăк Коля асаплă пулсан та пĕлӳ илме тăрăшнă. [[Элшел]]ĕнче [[вăтам шкул]] пĕтернĕ хыççăн [[Пăва ветеринари техникумĕ|Пăвари ветеринари техникумне]] вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕçленĕ çулах Хусанти ветинститут студенчĕ пулса тăнă. [[1961]]-[[1964]] çулсенче [[Молдави]]ре ĕçленĕ. Пурнăçăн аслă çулне шыраса каялла яла таврăнса [[шкул]]та ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа [[Чĕмпĕр педагогика институчĕ|Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче]] вĕреннĕ.
 
[[1970]] çулта ăна [[Хирти Кушкă]]ри шкул директорне лартнă. 1978 çулта [[Хирти Кушкă]], [[Кĕçĕн Пӳркел]], [[Çĕнĕ Мертлĕ]] ачисем çĕнĕ çурта вĕренме куçнă.
 
Анчах Николай Васильевичăн ачаранах амаланнă хайлавçă пулас ĕмĕчĕ пулнă. Вăл çырнисене [[Пăва]]ри «[[Ялав (Пăва хаçачĕ)|Ялав]]» [[хаçат]]ра пичетлеме тытăннă. Райхаçат çыравçăшăн хĕсĕк пулма пуçланă, унăн ĕçĕсем пысăк хĕнпе пичетленнĕ. Çавна курах вăл [[Шупашкар]]а куçса кайнă, çыравçă ĕçне пикеннĕ. [[Çĕнĕ ШупашкартиШупашкар]]ти «Ильинский» кану çурчĕн директор çумĕнче, РСФСР Литфончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕнче вăй хунă.
 
Сакăр вуннăмĕш çулсенчех палăрнă чĕре чирĕ Николай Васильевича сывлăхне упраса пурăнмаллине систернĕ. Хăйĕн шăпине пĕлсе тăрса, вилсен тăван çĕршывĕнче пытарма хушнă. Ăна тăван ял çăвинче пытарнă.
 
==Ĕçĕсем==
Йӗрке 20 ⟶ 22:
* «Ыйткалакансем» (повесть, 1993);
* «Ан йĕр эсĕ, Лена» (виçĕ пайлă роман, 1997).
* «Ирхи çăлтăрсем»;
* «Тимухха инке»;
* тата ыттисем.
 
Çыравçă пур хайлавне те чунĕ витĕр кăларса çырнă.
 
==Каçăсем==
* [http://suvar.chuvash.orgsu/449.html «Тăхăрьялта ĕмĕрлĕхе канăç тупнă çыравçă»] [[Сувар (хаçат)|Сувар]] хаçатри статья
* [http://16207s019.edusite.ru/p12aa1.html Симунов Николай Васильевич çинчен тăван ял шкулĕн сайтĕнче] (вырăсла)
 
[[Категори:Чăваш çыравçисем]]